Шупашкарта туризм ыйтăвне сÿтсе яврĕç

17 Утă, 2018

Чăваш Ене çулленех 200 пине яхăн турист килет. Паян тĕп хулара иртнĕ "çавра сĕтелре" влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, туризм, общество организацийĕсен ертÿçисем, экскурсоводсем республикăра туризма мĕнлерех аталантармалли тавра калаçрĕç.

Юлашки çулсенче пирĕн республикăна теплоходпа килекен туристсен йышĕ ÿсет. Çапах автобус суйлакансем ытларах. Çавна май Шупашкарта вĕсене илĕртмелли вырăнсене аталантарасшăн. Атăл çыранĕн çывăхĕнче, сăмахран, юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Юхан шыв портĕнче чарăнакан туристсен унта йывăрлăхсемсĕр çитме май чылай тесе шухăшлаççĕ.

Чăваш Енре туризм епле аталантарасшăн-ха? Çĕнĕ турист маршручĕсем йĕркелесшĕн. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" черетлĕ номерĕнче.

 

Рубрика: 

Комментари хушас