Шупашкарти «Хавас» ансамбль — Пĕтĕм тĕнчери халăх инструменчĕпе калакансен конкурсĕн лауреачĕ

30 Пуш, 2018

Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Питĕрте Пĕтĕм тĕнчери халăх инструменчĕпе калакан ачасен «Метелица» 13-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Ăна çулсеренех Ленинград облаçĕн культура комитечĕ, «Метелица» Вырăс халăх инструменчĕсен патшалăх оркестрĕ, Раççей Федерацийĕн Концерт ĕçченĕсен союзĕ йĕркелеççĕ.

Конкурса Раççейри, Ленинград облаçĕнчи, Белоруссири тата Прибалтикăри 60 ытла ансамбльпе оркестр хутшăннă. Ĕçсене Раççейри тата Японири пысăк концерт организацийĕсен музыканчĕсем, культурăпа музыка шкулĕсенче ĕçлекенсем хакланă.

Чăваш Ен чысне хӳтĕлекен пултарулăх ушкăнĕ — Шупашкарти Ф.М. Лукин ячĕллĕ 5-мĕш музыка шкулĕн «Хавас» халăх инструменчĕсен ансамблĕ. Йĕркелӳçи тата ертӳçи — халăх инструменчĕсен уйрăмĕн преподавателĕ А.Г. Ершов. Пултарулăх ушкăнĕ конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас