Шупашкарти Кадет корпусĕнче çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ

18 Çурла, 2018

Канмалли кун пулин те — Шупашкарти çĕнĕ кадет корпусĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Рабочисем строительствăна палăртнă вăхăтра вĕçлесшĕн. Вĕсене волонтерсем — студентсем, тĕрлĕ шайри влаç органĕсен представителĕсем — май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Субботнике пурте çĕкленÿллĕ кăмăлпа килнĕ.

180 волонтерсăр пуçне паян вĕренÿ корпусĕнче пулас кадетсен ашшĕ-амăшĕ те — пĕтĕмпе 70 çын — тăрăшса ĕçлет. Вĕсем вĕренÿ пÿлĕмĕсене, чÿречесене, нумаях пулмасть пуçтарнă сĕтел-пукана тасатаççĕ, çăваççĕ, тирпейлеççĕ. Хăшĕсем ачисемпе пĕрлех килнĕ: пулас кадетсем пÿлĕмсене пăхса çаврăннипе çеç çырлахмарĕç, аслисене пулăшма пикенчĕç.

«Территорие тирпей-илем кĕртес ĕçе канмалли кунсенче вĕçлесшĕн. Чечексемпе тĕмсем акаççĕ-лартаççĕ. Акт залне сĕтел-пукан илсе килнĕ, ăна паян вырнаçтараççĕ. Çитес эрнере пĕтĕм оборудование илсе килмелле. Канмалли кунсенче вĕренÿ блокне çуса-тасатса пĕтереççĕ, çитес эрнере çывăрмалли корпуса тирпейлеме пуçлатпăр», — пĕлтерчĕ шкул директорĕ Татьяна Казакова. Вăл ыран воскресник иртессине палăртрĕ. Унта та волонтерсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăматкунхи ире те кадет корпусĕнче пуçларĕ: пĕр талăкра пурнăçланă ĕçсемпе паллашрĕ, строительство организацийĕсен ертÿçисемпе планерка ирттерчĕ. Асăрханă çитменлĕхсене хăвăртрах пĕтерме сĕнчĕ. Регион Пуçлăхĕ пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсене тата тирпей-илем кĕртессине çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине асăрхаттарчĕ.

ШУХĂШСЕМ

Сергей АЛЕКСАНДРОВ, пулас кадетăн ашшĕ, Кÿкеç поселокĕ:
Пирĕн хĕрача кадет пуласшăн, шкулта «пиллĕкпе» çеç вĕренсе пыраканскер экзаменсене лайăх тытрĕ. Кадет шкулне кĕме тĕллев лартрĕ те — ăна пурнăçларĕ. Пире, ашшĕ-амăшне, пулăшма сĕннĕрен паян субботнике килтĕм, витрепе шыв йăтатăп. Кадет корпусĕнче эпĕ пĕрремĕш хут. Кунта питĕ килĕшрĕ: вăл пысăк, çутă, хитре.

Марина ТЮРИНА, пулас кадетăн амăшĕ, Шупашкар хули:
Ывăл Никита Кадет шкулне 7-мĕш класа вĕренме кĕнĕшĕн питĕ савăнтăмăр. Вăл хăй паян манпа пĕрле кунта ĕçлеме килчĕ. Куратăр-и, чÿрече çăвать. Эпир, ашшĕ-амăшĕ, кĕске хушăрах, пухăва килсен, паллашрăмăр, хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Эпир ачасем валли куллен тăхăнмалли формăна та, спорт тумне те саккас патăмăр. Пĕлÿ кунĕнче кадет тумĕпе пулĕç вĕсем. Пĕтĕм ĕçе вăхăтра тума тăрăшатпăр. Субботнике те хаваспах килтĕмĕр. Çунă-тирпейленĕ хыççăн пÿлĕмсем пушшех хитре!

Артем БОРОДКИН, пулас кадет, Çĕмĕрле хули:
Эпĕ паян кунта килес тесе ирхи 5 сехетрех тăтăм. Кадетсен пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ те тÿрĕ чунлă пулмаллине, йĕркене пăхăнмаллине, вĕсен Тăван çĕршыва юратмаллине, юлташсене сутмалла маррине пĕлетĕп. Кунта Никитăпа паллашрăм, эпир унпа 7-мĕш класра вĕренĕпĕр. Кабинета тирпейлес ĕçе хам та хутшăннăшăн савăнатăп. Эпĕ килте те аслисене пулăшатăп, хам хыççăн чашăк-тирĕк те, урай çума та пултаратăп.

Рубрика: 

Комментари хушас