Шупашкарти "Садовăй" микрорайонта паян садик уçăлчĕ

20 Çĕртме, 2017

Паян, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Шупашкарти "Садовăй" микрорайонта 11 сехет тĕлнелле çĕнĕ ача сачĕн картишĕ тулли халăх кĕшĕлтетрĕ. Чăваш наци тумне тăхăннă воспитательсемпе ачасем карталанса юрлани-ташланине, халăхăмăрăн авалтан сыхланса юлнă вййисене вылянине, ятарласа уйăрнă лапамсенче ачасем аслисем вĕрентсе пынипе темĕн те пĕр ÿкерни-ăсталанине курма çывăхра пурăнакан ватти-вĕтти пухăнчĕ. Строительсем тăрăшса хăтланă садик Ача-пăча акатуйĕпе уçăлчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене çĕнĕ садик уçăлнă ятпа саламласа çапла палăртрĕ: "Пирĕн, республика ертÿлĕхĕн, ача-пăчана хальхи вăхăт ыйтакан условисенче çитĕнтерме майсем йĕркелемешкĕн тăрăшмалла. Юлашки çулсенче шкулчченхи пĕлÿпе тивĕçтересси самай çÿллĕрех шая куçрĕ. Республикăра виçĕ çула çитнĕ ачасен хушшинче черете пĕтерме май килчĕ. Паян акă малтанласа 240 ача валли тесе палăртнă, тĕрĕссипе 340 пепкене йышăнма пултаракан садик хута каять — мĕн чухлĕ ашшĕ-амăшĕ ачана шанчăклă алăсенче хăварма май тупăннăран çăмăллăн сывласа ярать".

Садике уçма ытти сумлă хăнасем те: вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, тулли мар яваплă "СУОР" общество гендиректорĕ Владимир Ермолаев - хутшăнчĕç.

 

 

Комментари хушас