Шупка хĕрлĕ, кĕрен помидорсем çинчен

10 Раштав, 2015

Иртнĕ номерте вулаканăн ыйтăвне хуравласа «черри» помидорсем çинчен çырса кăларнăччĕ. Ку номерте ыйтăвăн иккĕмĕш пайне хуравласа шупка хĕрлĕ, кĕрен помидорсем çинчен сăмах тапратăпăр. Черри помидорсем вĕтĕ те йышлă пулсан, «розовые» текеннисем - шултра. Шăпах кĕрен помидорсен йышĕнчен чи пысăк чемпионсем. Кĕрен помидорсем тата чи тутлисем, тĕрлĕ витаминпа пуяннисем шутланаççĕ. Паллах пăхма кăшт кăткăсрах: вĕсем ачашрах, çÿхе хупăллă, фитофторăпа вăйлăрах сиенленме пултараççĕ. Анчах усăллă та тутлă томат пахчаçă тимлĕхне тÿрре кăларатех. Пылак, витаминпа, минералпа, антиоксидантпа пуян помидор вар-хырăм чирĕсемпе аптракансемшĕн те юрăхлă. Вĕсенчи йÿçеклĕх пĕчĕк.

Кĕрен помидорсем кăмпа чирĕсемпе час-часах сиенленнине пула помидор калчине уçă çĕре лартас умĕн тăпрана фитофторăран сиплемелле. Сиплемелли хутăша хатĕрлемелли рецепт: 4 апат кашăкĕ горчица çăнăхне 100 г лĕп шыва ярса пăтратмалла, 2 чей кашăкĕ натри карбоначĕ, 1 чей кашăкĕ нашатырь спирчĕ, 100 г пăхăр купоросне 1 литр шывра ирĕлтермелле те пурне те 10 литр шыва ярса хутăштармалла. Çак виçе 10 тăваткал метр лаптăка пĕрĕхме çитет. Тăпрана помидор калчине лартичченех пĕрĕхмелле. Çимĕç пысăк пулнине кура помидора нÿрĕк çителĕклĕ кирлĕ. Тăтăш шăварса тăпрана ытлашши йĕпетессинчен те асăрханмалла. Çимĕçсем тытăнма пуçласассăн кали, фосфор удобренийĕсемпе апатлантармалла.

Кĕрен помидорсем те лутрисем, вăтам çÿллĕшлисем, çÿллисем пулаççĕ. Таса сортлă помидорсем тата гибридсем. F1 тесе палăртнă хутаçри вăрлăха аксассăн çимĕçрен килте вăрă хăварма юрамасть.

Гибрид помидорсем лайăх тухăç параççĕ. «Виктория», «Дебютантка», «Вернисаж», «Розовый спам» гибридсен çимĕçĕнче сахăр шайĕ - 60:, С витамин та нумай. «Розовый спам» «Бычье сердце» евĕрлĕрех, хĕрхĕлтĕм /оранж/ тĕслĕ, çимĕçĕсем пысăк - 300 г таяççĕ.

Селекционерсем кăларнă шултра помидорсен çĕнĕ гибричĕсем чир-чĕре тÿсĕмлĕ. Вĕсем: «Тарпан», «Розовый фламинго», «Цунами», «Шустрик», «Бобкат», «Розовые щечки».

Лутра /детерминат/ гибрид Цунами янкăр кĕрен тĕслĕ, тутлă, салат хатĕрлеме лайăх. Тăсмакрах çавра, хăвăрт пулаканскерĕн çимĕçĕсем 350 г яхăн.

Розовый фламинго салатсем тума, консервлама аван. Вăл вăтам тапхăрта пулаканни, çÿллĕ, çимĕçсем слива евĕрлĕ, кĕрен тĕслĕ, 100-130 г таяççĕ.

«Июнь розовый», «Рассвет Роуз», «Розовый мед» - томатсем 90-100 кунра пулса çитеççĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра лайăх çимĕç пама пултараççĕ. Çимĕçĕ шултра, тухăçĕ аван. Паллах, ытти помидор пекех вĕсене çуркунне калчалантарса лартмалла. Калчана уçă вырăна лартиччен пиçĕхтермелле. Ытти йышши помидора пăхнă пекех пăхмалла. Тимлесессĕн пахча тухăçĕпе ĕçлекене савăнтаратех.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.