“Шурă вилĕмĕн” тĕпсĕр шурлăхĕ çамрăксене путарать

14 Чÿк, 2014

Наркотике пула çулленех пирĕн çĕршывра 100 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вăл ваттине те, вĕттине те хĕрхенмест. Çак амакăн "аллине" çакланакансене çул чылай чухне вилĕм патне илсе çитерет. Наркомани "ытамне" лексе, тамăк витĕр тухса лайăх пурнăç патне таврăнакансен шучĕ, шел те, питĕ сахал. Наркотикпе ашкăнакансен хисепĕ Чăваш Республикинче 2011 çулта уйрăмах ÿснĕ. Нумаях пулмасть вара пирĕн çĕршывра психоактивлă туртмалли çĕнĕ йышши хутăшпа наркăмăшланнă чылай тĕслĕхе палăртнă. Наркомани - чир е шăпа çырни? Унран хăтăлма май пур-ши? Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин наркологи диспансерĕн психиатр-нарколог тухтăрĕ Ирина БУЛЫГИНА хуравлама килĕшрĕ.

- Ирина Евгеньевна, пирĕн çĕршывра наркомани чирĕпе аптăракансен шучĕ çулленех ÿсет. Шел те, пурнăçран уйрăлакансем пирки те калаçма тивет. Пирĕн республикăра лару-тăру еплерех-ши? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.