Шыва вĕретмесĕр ан ĕçĕр

17 Ака, 2018

Етĕрне хулинчи резервуарсенчи ĕçмелли тăрă шывра организмшăн сиенлĕ микробсем тупса палăртнă.

Сăр шывĕн сулахай çыранĕнче пурăнакансем усă куракан тăрă шыв пахалăхĕ юр ирĕлсе пынă май япăхланнă. Хулан ку енчи çынсем Полянки салинче вырнаçнă артезан скважинисенчи шывпа усă кураççĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем шыв пахалăхне лабораторире тĕрĕслеттернĕ хыççăн унта сиенлĕ микробсем пуррине пĕлнĕ. Вăл микробиологи кăтартăвĕсемпе гигиена нормативĕсене тивĕçтермест.

Обьекта строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Максим Иванов çитсе курнă. Рабочисемпе канашлу ирттернĕ хыççăн ейÿ кÿнĕ сиене пĕтерме васкавлă мерăсем йышăннă.

Ĕнер сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов тĕрлĕ ведомство, вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсемпе лару ирттерчĕ.

— Етĕрнере пурăнакансене шыв пахалăхĕ чакни çинчен вăхăтра пĕлтертĕмĕр, — терĕ Владимир Николаевич. — Çынсем вар-хырăмпа чирлес пулсан районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕ талăкĕпех ĕçлет.

Елена ПРОКОПЬЕВА, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ:

— Паянхи куна илсен обьектра санитарипе эпидемиологи тăрăмĕ йĕркеллех. Ăна сиенлĕ хутăшсенчен тасатас тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Хула çыннисене вĕретнĕ шывпа тата лавккарипе çеç усă курма сĕнетпĕр.

Комментари хушас