Шывăн турачĕ çук: пĕве хĕрринче - 10 çулти хĕрача…

10 Ака, 2018

Çурхи кунсем тапранчĕç кăна-ха, шыв-шур вара инкек кăтартма пуçларĕ те. Паян каллех хурлăхлă хыпар çитрĕ: ĕнер каçхине Шăмăршă районĕнчи Чăваш Патирекĕнче пĕве хĕрринче 10 çулти хĕрача виллине тупнă.

Пурнăçран мĕнле уйрăлнă пĕчĕкскер? Шкул хыççăн пĕве хĕринче тантăшĕсемпе пĕрле уçăлса çÿренĕскер пушмакне çăвасшăн пулнă-ши? Е ури шуса кайса шыва кĕрсе ÿкнĕ-ши? Хальлĕхе ку енĕпе уçăмлăх çук-ха. Хĕрача путнă вырăнта пĕве та тарăн мар, пăрăхран юхса тухнă пысăках мар шыв кÿлленчĕкĕ çеç. Анчах та шыв сивĕ, виçĕ градуса яхăн: нимĕнле организм та чăтаймĕ.

Шел те, кунашкал инкексем час-часах пулаççĕ. Акă пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче виçĕ çул çурăри хĕрача юхан шыва кайса вилнĕччĕ. Пĕлтĕр Патăрьел районĕнче ака уйăхĕнче икĕ çулти арçын ачан пурнăçĕ çакнашкал синкерте татăлнăччĕ. Юнашар асламăшĕ те пулнă-ха унăн, анчах пулăшайман. Çу уйăхĕнче Пăла хĕрринче пĕчченех выляса çÿренĕ 5 çулти арçын ача шыва кайнă…

Вениамин ПЕТРОВ, Чăваш Республикин граждан хÿтĕлевĕсен ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ:

Ачасем сарăмсăр пурнăçран уйрăлни ашшĕ-амăшĕшĕн çеç мар, пуриншĕн те пысăк инкек. Çавăнпа пурне те çак тапхăрта уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтасшăн. Хĕвел пăхать, çанталăк ăшă тăрать, юхан шывсем пăртан тасалса пыраççĕ. Ачасен, паллах, лайăх çанталăкра чупас, выляс килет. Хăрушлăх пирки манса вĕсем пăр çине кĕрсе кайма та пултараççĕ. Хальхи вăхăтра вара пăр питĕ патрак, кирек хăш самантра та çурăлса кайма пултарать. Пурнăç вăл пĕрре тата питĕ кĕске, ытла та çăмăлттай пулар мар. Пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, чи малтан ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшламалла, хамăрăн тĕпренчĕксене самантлăха та куçран вĕçертмелле мар.

Сергей КУДРЯШОВ, Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕнчен хакли нимĕн те çук. Çулсерен муниципалитетсен вĕрентÿ уйрăмĕсене çуркуннехи каникулсем пуçланиччен ачасемпе профилактика ĕçĕ ирттермелли, пĕве, юхан шыв таврашĕнче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантарма ыйтса çырусем яратпăр. Шел те, Шăмăршă районĕнчи инкек ку енĕпе сахал ĕçленине çирĕплетрĕ. Районсемпе хуласенчи вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене чĕнсе калас килет: ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр! Ялта пĕвесемпе юхан шывсем пулсан уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Юр хăвăрт ирĕлнĕ, пăр тапраннă вăхăтра ачасене шыв çывăхне ан ярăр! Çак вăхăтра пĕве таврашĕнче уйрăмах питĕ хăрушă.

Теги: 

Комментари хушас