Ҫӗнӗ Шупашкарсем хӗрарӑмсене мухтарӗҫ

1 Пуш, 2019

Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центрӗнче "Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ" общество организацийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн 10-мӗш фестивалӗ иртрӗ.

10 ҫул каялла химиксен хулинче хӗрарӑмсен 7 клубӗ кӑна пулнӑ тӑк, паян вӗсен йышӗ 33 ҫитнӗ! Мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ, этемлӗхӗн черчен ҫуррине ҫурхи пӗрремӗш кунпа саламларӗ.

Ал ӑстисен ӗҫӗпе паллашнӑ май Михаил Васильевич Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑмсен ӗҫне пысӑк хак пачӗ! Уявра хӗрарӑмсен клубӗсене чылай ҫул ертсе пыракансене ЧР Пуҫлӑхӗн Тав Ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе чысларӗ.

Мероприятире ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ хӗрарӑмсен клубӗсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсенчен пӗри, нумай ачаллӑ ҫемьесен клубӗ "Анне". Ӑна Алевтина Кузнецова ертсе пырать.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче.

www.hypar.ru

Комментари хушас