Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне - ҫӗнӗ шкулпа

31 Çурла, 2018

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кӑҫал Ҫӗрпӳсемшӗн ытти ҫултинчен савӑнӑҫлӑрах пуҫланчӗ. Кунта паян хулан кӑнтӑр районӗнче 1000 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул уҫӑлчӗ. Ҫапла вара кӑҫалтан Ҫӗрпӳ ачисем 1-мӗш сменӑра кӑна вӗренӗҫ. Пӗлтӗр вара 300 ачан иккӗмӗш сменӑна ҫӳреме тивнӗ.

Пӗлӳ ҫуртӗнче пысӑк классем тунипе кӑҫал кунта1206 ача вӗренӗ. 189 шӑпӑрлан пуҫласа парта хушшине ларӗ. Кунта вӗренекенсем хуларан кӑна мар, 5 ялтан ҫӳрӗҫ. 94 ачана 2 шкул автобусӗпе турттарӗҫ.

Шкула хута яма 553,2 млн тенкӗ тӑкакланӑ. 405,5-шӗ - федераци бюджетӗнчен.

Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенине уҫма ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ. "Паян эпир сирӗнпе ҫак ҫӗнӗ шкула уҫма питӗ хавас. Ҫак ачасенчен ашшӗ-амӑшӗ, учительсен Раҫҫейӗн маттур ҫыннисем туса ӳстермелле. Кунта вӗренекенсем валли мӗн пур услови пур. Ку микрорайонта ҫӗнӗ садиксем уҫрӑмӑр. Халӗ ав 189 ача пӗрремӗш хут парта хушшине ларать",- терӗ Михаил Васильевич.  Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн Михил Игнатьев шкулпа паллашрӗ.  Классене, лабораторие, столовӑя кӗрсе курчӗ.

*   *   *

ХАКЛАВ

Даниил ТАПИРОВ,11-мӗш класра вӗренекен:

- Ҫуллахи вӑхӑтра "Орленока" хатӗрленме пӗр уйӑх ҫӗнӗ шкула ҫӳрерӗм. Ҫав тапхӑрта хӑнӑхса ҫитрӗм ӑна. Ҫутӑ, пысӑк, хитре вӑл. Коридорсем сарлака, стадион, футбол уйӗ, тренажерсем пур. Столовӑй  пысӑк та хӑтлӑ. Ку шкулта вӗренме пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗм.

Валентина ВЕРШКОВА, икӗ ача амӑшӗ:

Пирӗншĕн паян ҫав тери пысӑк уяв! Эпир ҫак шкул уҫӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Малтанхи ҫурчӗ кивӗччӗ, пурне те вырӑн ҫитместчӗ. Шкулӗ пирӗн кӑҫал 200 ҫул тултарать авӑн уйӑхӗнче. Пирӗн ачасем халӗ хальхи йышши ҫӗнӗ шкулта вӗренӗҫ. Ытларах аталанӗҫ.

Рубрика: 

Комментари хушас