Симĕсси килĕшмесен — хĕрли

25 Раштав, 2017

16-ра кăна пулин те Тăвай районĕн çул çитмен çамрăкне кукăр алăллă пулнишĕн пĕрре кăна мар айăпланă.

Тăвай район прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи утă уйăхĕнче 16-ри çамрăк 85-ри арçынна çаратас ĕçе йĕркеленĕ. Мучи пахчара ĕçленĕ вăхăтра çул çитмен икĕ йĕкĕт /16 тата 17 çулсенче/ унăн çуртне кĕнĕ те укçа шырама пуçланă. Çак вăхăтра 20-ри каччă урамра тăнă. Унăн тивĕçĕ мучи килне кĕме хатĕрленсен пÿртрисене систермелле пулнă.

98 пин тенкĕ вăрланă çамрăксем. Ĕçе «йĕркелекен» пурлăха çапла пайланă: çурта пĕрле кĕрекене — 14 пин тенкĕпе, урамра сых тытакана — 4 пин тенкĕ.

Пĕр хушăран арçын черетлĕ пенси укçине управа хума хатĕрленнĕ те — пурлăх çуккине асăрханă. Полици ĕçченĕсем вăрă ĕçне 16-ри йĕкĕт тума пултарнине шута илнĕ. Анчах амăшĕ ывăлĕ килĕнчен ниçта та тухманнине ĕнентерме тăрăшнă.

Çав вăхăтрах следстви йĕкĕт питех те шеп пурăнма тытăннине палăртнă. Вăрра кайнă хыççăн çамрăк симĕс мотоцикл туяннă. Вăл килĕшми пулсан хĕрлине илнĕ. Час-часах таксипе çÿренĕ. Чулхула облаçĕнче пурăнакан савнийĕ патне те машина тытса пĕрре мар вĕçтернĕ. Çав вăхăтрах амăшĕ ывăлĕ укçаран епле иртĕхнине курман мар, анчах лару-тăрупа кăсăкланман /тен, пĕлсех куçне хупнă/. Каярахпа хĕрарăм ку ыйтăва тишкерме, ывăлĕпе калаçма, ăна воспитани пама вăхăчĕ пулманнине çирĕплетнĕ — хăй тăтăш ĕçре-мĕн.

Çул çитмен çамрăка следстви пынă вăхăтра изолятора вырнаçтарнă. Саккуна кунашкал майпа пĕрре мар пăснине шута илсе ăна ирĕкрен хăтарĕç. Преступлени çулĕ çине унпа пĕрле тăнă çамрăксем айăпне тÿрех йышăннă, укçана та хуçине тÿрех тавăрса панă. Апла пулин те вĕсен тĕлĕшпе те уйрăм йĕрке йышăнĕç.

Айăплава çирĕплетме уголовлă ĕçе Тăвай район судне ярса панă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.