Сипленме пынисене чăваш тĕррипе паллаштарнă

27 Çу, 2017

Ĕнер Республикăри психиатри больницинче чăваш тĕррине кăтартнă. Сиплев учрежденийĕн психосоматика уйрăмĕнче выртакансене тăван халăхăмăрăн авалхи ал ĕçĕсемпе Чăваш наци музейĕ паллаштарнă.

Музей унччен те больницăна пырса çÿренĕ. Маларах унта XIX ĕмĕр вĕçĕнче - XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йăлара усă курнă савăт-сапана илсе пынă. Материалпа кăсăклантарма пултарнине, калас тенине ăнланмалла илсе çитернине кура музей экспоначĕсемпе чирлисем кăсăклансах паллашнă. Музейпа больница пĕрлехи ĕçе малалла тăсасшăн - сипленекенсем валли малашне те куравсем йĕркелесшĕн.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас