Ски-кросра — иккĕмĕш!

16 Кăрлач, 2019

Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Полина Сабурова тăван тăрăха кĕмĕл медальпе таврăннă. Вăл Пермь крайĕнче фристайл енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă.

Мускаври, Питĕрти, Ĕпхÿри, Томскри, Анат Тагилти, Челябинск, Мурманск облаçĕнчи, Краснодар крайĕнчи, Шупашкарти 150 спортсмен медальсемшĕн кĕрешнĕ. Фрислайлçăсем ски-кросс, могул, мăшăрлă могул дисциплинăсенче вăй виçнĕ. Полина Сабурова ски-кросра иккĕмĕш пулнă. Фристайл енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Мускав пикине Варвара Молчановăна кăшт çеç выляса янă.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: 

Комментари хушас