"Скульптура тата хула" "çавра сĕтел" уçăлчĕ

11 Ака, 2019

"Скульптура тата хула". Çак ятпа иртрĕ паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче "çавра сĕтел". Мероприятие йĕркелес шухăш музейре "Ксенофонтов тата хальхи вăхăтри скульпторсем" курав уçăлнă хыççăн çуралнă.

"Çавра сĕтеле" хутшăннă Владимир Нагорнов, Владислав Зотиков, Шупашкар хулин тĕп архитекторĕ Вениамин Мамуткин, музей директорĕ Геннадий Козлов, ыттисем халăх скульптурин историне тишкерчĕç, скульптура халăх хăтлăхне йĕркелеме пулăшнине палăртрĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас