Сочире — вĕреннĕ, Хусанта ăмăртнă

27 Нарăс, 2019

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн информатикăпа шутласа кăлармалли техника факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ Андрей Николаев математикăпа тата программа инженерийĕн пĕлĕвĕпе «Эпĕ — профессионал» анлă олимпиадăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăннă. Вăл çак кунсенче Хусанта иртнĕ.

Асăннă ăмăрту кăткăс темиçе турпа кăна чикĕленмест, унăн программинче хĕллехи шкул та пур. А. Николаев Сочире иртнĕскере хутшăнма ыйтса çырнă та йыхрав илнĕ. Çапла нарăс уйăхĕн 17-23-мĕшĕсенче хастар студент инженери хĕллехи шкулĕнче ăсталăхне туптанă, пĕлĕвне ÿстернĕ. Пурĕ ку проекта 20 регионри 42 аслă вĕренÿ заведенийĕнчен 144 студент пухăннă.

Андрей Краснодар тăрăхĕн çут çанталăкĕпе киленнине, пулас професси тĕлĕшпе çĕнни нумай пĕлнине, килес çул та çавнашкал шкул ĕçне хутшăнас ĕмĕтлине пытармасть.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. ЧПУ сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас