«Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн тупăшрĕç

8 Авăн, 2018

Паян Шупашкарти «Олимпийский» стадион черетлĕ хут спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, хастар ушкăнсене пухрĕ. Ирхи 10 сехетре «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети старт илчĕ. Чăваш Енĕн мухтавлă арне, А.Г.Николаев летчик космонавта халалланăскер кăçалхипе 80-мĕш хут иртрĕ.

Чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен командисем тухрĕç. Паллах, «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсемпе штатра тăман корреспонденчĕсем те массăллă спорт мероприятийĕнчен юлмарĕç, эстафетăна хастар хутшăнчĕç.

Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, «Советская Чувашия» хаçат редакторĕ Владимир Васильев саламласа ăнăçу сунчĕç. Михаил Васильевич çитес çулсенче Чăваш Енре спортпа туслисен йышне 45% çитермеллине палăртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх чупăва влаç тытăмĕнче вăй хуракансен команди уçрĕ. Хыççăн республикăри ятарлă коррекци шкулĕсен хастарĕсем ăмăртрĕç. Унтан массăллă информаци хатĕрĕсен команди старта тухрĕ. Пирĕн ĕçтешсем çивĕч статья-репортаж хатĕрлес енĕпе кăна мар, спортра та маттуррине çирĕплетрĕç. Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕçченĕсем финиша чи малтан çитрĕç. 2-мĕш вырăна — «Çĕрпÿ хыпарĕсем» Çĕрпÿ район хаçачĕн ушкăнĕ, 3-мĕшне Чăваш Ен наци радиовĕн журналисчĕсем çĕнсе илчĕç. Саламлатпăр!

Рубрика: 

Комментари хушас