Союз пур, хаçат та кирлĕ

14 Ака, 2016

Кăçалхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Хресчен сасси» хаçат тухма пуçланăранпа 25 çул çитет. Чăн та, йывăр вăхăтра, 1991 çулта, «çуралнă» вăл. Ахальтен мар унăн пĕрремĕш номерĕнче çакнашкал йĕркесем пур: «Шухăш-кăмăлсем, ĕмĕтсем пысăк, вĕсене пурнăçлама, паллах, тин çеç кун çути курнă хаçата çăмăл пулмĕ, анчах та эпир хамăртан мĕн килнине май çитнĕ чухлĕ пурнăçлама тăрăшăпăр».

«Манăн колхоза ертсе пымалла»

Хаçата пуçарса яракансенчен пĕри асăннă вăхăтри республи¬кăри Хресченсен союзĕн председателĕ, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз ертÿçи Аркадий Айдак пулнă. Шел, Аркадий Павлович пиртен вăхăтсăр уйрăл¬са кайрĕ, вăл вилнĕренпе кăçал 4 çул çитет. Хăй вăхăтĕнче çырса пынă кун кĕнекисем ?вĕсем темиçе тетрадь% вара килĕнче упранаççĕ. Мăшăрĕ Людмила Андреевна вĕсене час-часах алла илет, вулать, иртнине куç умне кăларать. Унти хăш-пĕр йĕркепе вулакана та паллаштарар:

Çакнашкал йĕркесене ытти çулсенче те асăрхама пулать. Хăй кун çути кăтартнă хаçата ура çине тăратма тăрăшнă Аркадий Айдак: кирлĕ çынсемпе курса калаçнă, хут нушине те хăй çине илнĕ, редколлеги йышне палăртнă тата ыт.те. «Хресчен союзне пуçарнă май хаçачĕ те кирлĕ пулать тетчĕ вăл, - аса илет иртнине Людмила Андреевна. - Пĕринче редактор пирки сăмах хускатсан «Хресчен сассине» ху йĕркелетĕн ертÿçи те хăвах пулатăн пулĕ терĕм. «Манăн колхоза ертсе пымалла. Редакцире ĕçлеме вăхăт юлмасть, унта кашни кун вăй хумалла», - терĕ Аркадий Павлович».

Айдаксем «Хресчен сассине» мĕн йĕркеленнĕренпех çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ. «Кашни материал килĕшет. Мăшăрăм пирки çырнисене пуçтарса хуратăп, упратăп. Юрăсем пичетленни те лайăх. Сĕнÿ-канашпа та усă куратпăр», - малалла сăмахларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çак çынна пуç

тайма вĕренесчĕ

Хаçатăн пĕрремĕш номерĕнче Аркадий Айдак çĕр ĕçченне хÿтĕлесе çапла çырнă: «Хресченĕн - «хура халăхăн» пурнăçĕ ыттисемпе танлаштарсан нихăçан та çăмăл пулман. Анчах та 1917 çул хыççăн вăл уйрăмах йывăрланнă. Çав вăхăтран паянхи кунччен пирĕн патшалăх хресчене иккĕмĕш сортлă çын вы¬рăнне хурса вăл çитĕнтернĕ тыр-пула, апат-çимĕçе тивĕçлĕ тÿлевсĕр, хăйне çиме хăвармасăр ?вăхăтăн-вăхăтăн пачах нимĕн тÿлемесĕр% хĕстерсе илсе пычĕ...

Чăваш çынни мĕн ĕмĕртен Атăл тăрăхĕнче чи лайăх çĕр ĕçченĕ шутланнă. Халĕ те вăл çавăн пек. Хăйĕн çырма-çатраллă вырăнĕсенчен вăл çĕр гектар çине ял хуçалăх продукцине туса илессипе чăннипеле ?аякран илсе килнĕ комбикормпа пурăнакан облаçсене шутламасан% Раççейре иккĕмĕш вырăнта. Пĕрремĕш вырăнта вара - çĕршыври чи лайăх çĕрлĕ Краснодар облаçĕ...

Чăвашăн алмаз тата нефть, газ çук. Анчах та пирĕн республикăн тата хаклăрах пуянлăх пур - ĕçлеме пĕлекен тата ĕçлеме юратакан хресчен. Вăл хăй çĕрĕ çинче çеç мар тăрăшса ĕçлет, йĕри-таврари облаçсенче те çĕр ĕçне туса пыма пулăшать. Çак çынна пуç тайма вĕренесчĕ. Тата сăмахпа çеç мар, ĕçпе пулăшасчĕ - анлăн, пур енлĕн, хăюллăн тата хăвăрт. Çавăн чухне çеç апат-çимĕç ыйтăвĕ татăлать. Анчах та малтан пирĕн, хресченсен, хамăрăн чĕркуççи çинчен çĕкленмелле. Манас марччĕ: никам та пире хулран тытса çĕклес çук».

 

Шуршăла - юланутпа

Аркадий Павловичăн кун йĕркипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ытти йĕркесене те кăсăклансах вуларăм. Тĕрĕссипе, çак ĕçе пурнăçлама Людмила Андреевна пулăшрĕ. Упăшкин алçырăвне унран лайăхрах никам та ăнланмасть. «Ирех вăранатчĕ вăл. Них¬çан та вырăн çинче йăраланса выртмастчĕ. Спортпа туслăскер анкарти хыçне чупма çÿретчĕ, пуç çийĕн сивĕ шыв яратчĕ», - иртнине куç умне кăларать хĕрарăм.

Акă пахчине хăш çимĕçе ăçта лартмаллине схема тусах палăртнă вăл кун йĕркинче. Ытларах ыхра çитĕнтерме кăмăлланă. Вăл сывлăхшăн усăллине те пĕлтерет. Халĕ ку ĕçе хĕрĕ Люция туса пырать.

Çамрăксемпе похода кайнă май пĕр çынна мĕн чухлĕ укçа кирлине те çырнă. Колхоз председателĕ пуçарăвĕпе хĕрсемпе каччăсем хăй вăхăтĕнче Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялне йĕлтĕрпе çула тухнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Тури Ачаксем Шуршăла юланутпа çитсе килнĕ. Каллех Аркадий Павлович ертсе пынипе. Сăмах май, вăл хăй те юланутпа çÿреме юратнă, ут спортне аталантарнă. Укçа шеллемесĕр колхоз таса ăратлă 35 лаша туяннă.

Çырма-çатрана ялĕпех йывăç лартнине епле манăн?! Çак пулăм та шур хут çинче упранать. Кашнин 100 тĕпрен кая мар лартмалла пулнă. Хăйĕн çемйине те çак ĕçрен хăварман. «Эпĕ ун чухне студентчĕ. Упăшка йывăç лартмашкăн каймаллине каларĕ. Утар çывăхĕн¬чи чăнкă вырăнта лаптăк виçсе пачĕ. Çапла виçсĕмĕр, анне, эпĕ тата мăшăр, 300 тĕп хунав лартрăмăр. Чăрăшсене шăварма тарăн çырмана миçе анса хăпарман-ши? Халĕ йывăçсем тÿпенелле кармашаççĕ. Пĕринче, мăйăра кайсан, кĕрсе куртăм вĕсене. Василий Шукшинăн «Калина красная» хайлавĕнчи сăнар пек хурăнсене ытама илтĕм. «Çакăн пек çитĕнсе кайрăр-и? Ун чухне Аркадий те ырă-сывăччĕ», - тесе макăртăм», - чунне уçрĕ Людмила Андреевна.

Аркадий Айдак пур енĕпе те пултаруллă, маттур, ĕçчен çын пулни палăрать. Кирек хăш ĕçе пуçăнсан та вĕçне çитернĕ. «Хресчен сасси» пирки те çавнах каламалла. Унтанпа 25 çул иртрĕ пулин те вăл çырса хăварнă чуна тивекен йĕркесем паян та пĕлтерĕшлĕ. Ман шутпа, çак çынна чăваш хресченĕн пуç таймаллах.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.