Спорт çирĕплĕх кÿрет

15 Нарăс, 2018

Шупашкар районĕнчи Çатра Лапсар тĕп шкулĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Физкультура урокĕсене çÿрекенсем çан-çурăма çирĕплетеççĕ кăна мар, хăшĕ-пĕри пурнăçне спортпа çыхăнтарма та тĕллев лартать. Камран тĕслĕх илмелли те пур. Ку шкултан çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи тата призерĕ Марина Иванова вĕренсе тухнă. Паянхи шкул ачисем унăн çулĕпе утасшăн. Акă, 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Наташа Гордеева нумаях пулмасть Кÿкеçре иртнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Наташа нумай ачаллă çемьере ÿсет, çавна май йышри пĕр шухăшлăх мĕнне аван ăнланать. Ĕçченскер нихăçан та алă усса лармасть, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнмасть. Ватă çынсене хисеплемеллине пĕлет вăл, 80-ран иртнĕ асламăшĕ мĕн ыйтнине яланах пурнăçлать, ăна пулăшсах тăрать, унпа чунне уçса калаçма юратать. Пурнăçра хура-шурă чылай курнăскерĕн кашни сăмахĕ ылтăн пек хаклă-çке, вĕсене ватă çын çамрăксене ырă сунса калани паллă.

Лара-тăра пĕлмен хĕр ача пĕчĕкренех спортпа туслă. Иккĕмĕш класра пĕрремĕш хутчен ăмăртăва хутшăнса çĕнтерни ăна малашнехи çитĕнÿсем патне çул уçса панă. Унтанпа Наташа чылай ăмăртура çĕнтернĕ. Акă çак кунсенче те республика шайĕнче район чысне хÿтĕлеме хатĕрленетчĕ-ха.

— Çĕнтерме мана физкультура вĕрентекенĕ Александр Алексеевич хавхалантарать, — тет Наташа. — Пĕр-пĕр ăмăртăва хатĕрленнĕ чухне унăн кашни сĕнĕвне шута илетĕп. Çавăнпа çĕнтерес туртăм вăйланать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.