Спортпа туслăх уявĕ

Пирĕн республикăра муниципалитет пуçлăхĕн тата муниципалитет служащийĕсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕ çывăхĕнче иртрĕ. Мероприятие яланхи пекех хула-район ертÿçисемпе вĕсен заместителĕсем, ял тăрăхсен пуçлăхĕсемпе администрацисенче ĕçлекенсем хутшăнăççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 26 команда. Ăмăртакансем ишеççĕ, 300 метр чупаççĕ, велосипедпа ярăнса тупăшаççĕ. Пăхаттир пуçлăха та палăртĕç.

Мероприятие ЧР Ертÿçи Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Александр Федотов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид

Черкесов хутшăнчĕç. Вĕсем ертÿçĕсене ĕçре те, спортра та хастар пулма сунчĕç.

Любовь ЮРИНА, Йĕпреç районĕнчи Березовка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Ку должноçра 12 çул тăрăшатăп. Ял-йышпа пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр. Паянхи уявра ытти пуçлăхпа тĕл пулса хамăр ĕçсем çинчен каласа кăтартатпăр. Ăмăртусене хутшăнса хамăр вăя тĕрĕслетпĕр, сывлăха çирĕплететпĕр.

Андрей ВАСИЛЬЕВ, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Ку мероприяти кооллективсене пĕтĕçтерет, муниципалитет служащийĕсене спорта явăçтарать. Районсемпе туслă çыхăнусем йĕркелетпĕр.

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас