Спортзал яланах уçă

27 Утă, 2017

Комсомольски районĕнчи Асанкасси шкулĕн ачисем спортра сахал мар çитĕнÿ тăваççĕ. Унсăр епле-ха? Вĕсен учителĕ — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геннадий Петухов. Спортăн пур тĕсне те юратма хăнăхтарать вăл ачасене. Çапах та ирĕклĕ кĕрешÿ, волейбол, хоккей тата армспорт кунта вăйлăрах аталаннă. Пĕлтĕр тăватă вĕренекен 1-мĕш разрядлă спортсмен ята тивĕçнĕ: Снежана Школьникова, Людмила Суюкова, Александр Яковлев тата Станислав Пыркин. Снежана самбо енĕпе республика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Костя Калашников тата Артемий Катмаков ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе республикăра призер пулса тăнă.

— Пирĕн спортзал хупăнма пĕлмест, кунта ачасем тăтăшах çÿреççĕ, — тет Геннадий Николаевич.

Пиччĕшĕнчен кĕрешме вĕреннĕ

Снежана Школьникова пуканепе выляса курнă-ши, пĕлместĕп. Анчах та пĕчĕк чухне вăл пиччĕшĕ Геннадий кĕрешÿ секцине çÿренине питĕ ăмсанса сăнанă, «Мана та вĕрент-ха», — тесе пĕрре мар тархасланă. Тренер мĕн кăтартнине вара пиччĕшĕ килте йăмăкне те хăнăхтарнă. Пиллĕкмĕш класра Снежана хăй те кĕрешÿ секцине çÿреме пуçланă, тренировкăсенче йывăрлăхсене парăнтарма вĕреннĕ. Çапла вăл пĕчĕккĕн ăмăртусене те хутшăнма пуçланă. П ĕ л т ĕ р в а р а К а ç а л т а А. Матросов ячĕпе иртнĕ регионсен хушшинчи турнирта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хĕр ача спортсменăн мĕнле апатланмаллине те ăнлантарчĕ: «Газлă шыв ĕçмелле мар, лайăх çимелле, витаминс е м ç и н ч е н м а н м а л л а мар». Наталья Гольц тата Ол ь га Смир н о в а с по ртсменсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланаканскер ФСИН с т р у к т у р и н ч е ĕ ç л е м е ĕмĕтленет. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.