Стадионта сасă пĕтичченех кăшкăрнă

11 Утă, 2017

Чăваш волонтерĕсем футбол чĕлхине вĕренесшĕн

Пĕтĕм тĕнчери футбол федерацийĕн Раççейре иртнĕ кубокĕ спорта юратакансене вăй-халпа хавхалану кÿчĕ. Спорт уявне пирĕн волонтерсем те хутшăннă. Унтан вĕсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнчĕç.

Шупашкар хулин администрацийĕн çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Эльдар Черкесов пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енрен 25 ытла волонтера явăçтарнă. «Пирĕн яшсемпе хĕрсем Сочипе Хусан хулисенчи стадионсенче ĕçленĕ. Вĕсем 20 тĕрлĕ ĕçре хурал тăнă», — терĕ вăл «Шупашкар-Арена» пăр керменте иртнĕ тĕлпулура. Волонтерсем футбол уявĕ епле иртни çинчен каласа кăтартрĕç.

ЧПУ студенчĕ Алексей Пантелеймонов кунашкал ăмăртусенче пĕрре кăна пулман. Вăл Универсиадăрах опыт пухнă. «Казань-Арена» стадионта тим-лидер тивĕçĕсене пурнăçланă, трибунăри ĕçе йĕркелесе тăнă. Вăл юлашки матча та — Германипе Чили командисен тупăшăвне — пăхнă. Сасă пĕтичченех кăшкăрнă. Матч епле вĕçленессине прогноз туни те тÿр килнĕ унăн.

Çамрăксем каланă тăрăх — футбол фаначĕсем тĕрлĕ çĕршывран пухăннă. «Чилипе Мексикăран уйрăмах нумаййăнччĕ. Ют çĕршыв çыннисем ялан хаваслă çÿреççĕ. Вĕсемшĕн кашни матч уява çаврăнать. Хăйсен командисем выляса ярсан та кулянмаççĕ. Раççей команди ăмăртуран тухса ÿксен пире йăпатрĕç. Африка, Португали гражданинĕсем те пурччĕ. Хусанти спорт уявне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пынă. Севастополь çыннисене те тĕл пултăмăр. Елчĕк тесе çырнă плакатсене те куртăмăр. Çынсемшĕн кам выляни пĕлтерĕшлех пулман: вĕсем çапла майпа чăн-чăн футбол курма килнине палăртрĕç. Кам вăйлăрах — çавсемшĕн «чирленĕ». Стадионта ачасем те, хĕрсем те чылаййăнччĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсем те килме шикленмен», — терĕ Хусанти университет студенчĕ Евгений Егоров. Шупашкар каччин футбол матчĕсене те курма май килнĕ.

Шупашкарти пĕр предприятире ĕçлекен Дарья Горбушина стадионта куракансене кĕтсе илнĕ, вĕсене хăйсен вырăнне тупма пулăшнă. «Вăйă пуçланичченех стадион епле кĕрлесе тăнине илтесчĕ сирĕн! Матч вăхăтĕнче ÿт тăрăх сÿ! каять. Гол кĕртсен стадион сирпĕнсе каяссăнах туйăнать», — терĕ çамрăксен канашне ертсе пыракан пике.

Хусанти медицина институтĕнче пĕлÿ илекен Светлана Ширяева «васкавлă медпулăшу» бригадинче ĕçленĕ. Вăл тата тепĕр 10 волонтер медиксене пулăшнă. «Телее, дежурство йĕркеллех иртрĕ. Ăмăртусем вăхăтĕнче эпир ют çĕршыв çыннисемпе паллашрăмăр, çĕнĕ тус-юлташпа пуянлантăмăр», — терĕ хĕр футбол уявĕ хавхалану кÿнине палăртса. Сăмах май, Светлана Шупашкарта 2014 çулта иртнĕ спорт форумне йĕркелеме те хутшăннă. Хусана пулас экономист Хасан Назмуль та лекнĕ. Бангладеш каччи хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет. Вăл фанатсен зонинче, КППра тăрăшнă.

Михаил Думилина телекоммуникаци центрне вырнаçтарнă. Вăл интернет, телекурав, çыхăну ĕçне йĕркелесе тăнă. «Стадионта фотограф питĕ нумайччĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе кĕрешсех ÿкерчĕç. Интернета сăн ÿкерчĕксене кам маларах вырнаçтарас енĕпе те тупăшнă иккен вĕсем», — терĕ яш. ЧПУри информатика факультечĕн студентки Елизавета Иванова та çак центрта ĕçленĕ.

Ентешсем каланă тăрăх — вĕсен йышĕнче «кĕмĕл» волонтерсем те пулнă. «Аслă ÿсĕмрисем çамрăксенчен те ирттереççĕ. Кашни волонтерăн хăйне евĕрлĕ, кăсăклă шăпа. Çемьеллисем те пур, хăшĕ-пĕри ачисемпех килнĕ. Нумайăшĕ таçта та пулса курнине калаççĕ. Вĕсем çинчен кĕнеке çырма пулать. Эпĕ те хамăр республика çинчен нумай каласа кăтартрăм», — терĕ Алексей Пантелеймонов.

Чулхулари экономикăн аслă шкулĕнче вĕренекен Кристина Григорьева хăйне чи телейли тесе шухăшлать. Вăл Сочире пулнă. «Фишт» стадионта питĕ хĕрÿ пулчĕ. Хам та футболпа интересленме тытăнтăм. Германи командишĕн ытларах пăшăрхантăм», — савăннине пытармарĕ Шупашкар пики.

Волонтерсене, чăн та, чи ăнăçуллисем теме пулать. Çав вăхăтрах вĕсен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Калăпăр, футболистсемпе калаçма юрамасть. Сăн ÿкерме те чараççĕ, çавăнпа пĕр-пĕр футболистпа юнашар тăрса селфи тунине кураймăр. Волонтерсен ют чĕлхе пĕлмелле. Акăлчан чĕлхине пĕтĕм тĕнче чĕлхи теççĕ пулсан, Дарья Тухватуллина каланă тăрăх, футболра Испани чĕлхи анлă сарăлнă. Çавăнпа футбола юратакансем çак чĕлхене вĕренеççĕ. Чăваш Ен яшĕсемпе хĕрĕсем те тĕнче чемпионачĕччен футбол чĕлхине алла илме шухăшлаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Екатерина АБРАМОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.