Студентсем яла кайма хатĕр

9 Ака, 2019

Паян И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вулавăшĕнче уçă калаçу иртрĕ. Педуниверситетăн студенчĕсемпе аспиранчĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕпе Сергей Кудряшовпа тата аслă шкулăн ректорĕпе Владимир Ивановпа тĕл пулчĕç.

Çамрăксем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. «Астăвăм яланах» проекта тытса тăракан Анастасия Кутузова республикăра ыр кăмăллăх юхăмĕн аталанăвĕ канăçсăрлантарчĕ. Михаил Васильевич пикене лăплантарчĕ. Ырă ĕç тăвакансене малашне те хавхалантармалли мелсем тупĕç. Унсăр пуçне яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç регионти экологи темине çĕклерĕç, тĕслĕх учителĕн енĕсене палăртрĕç, спортпа çыхăннă ыйту та янăрарĕ. Михаил Игнатьев çамрăксен шухăш кăмăлне пĕлесшĕн пулчĕ. Вĕсем ялти шкулсенче ĕçлеме хатĕр-и? «Хатĕр!» Иккĕленекен пулмарĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

Фоторепортаж...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас