Сумлă уява мĕнле хатĕрленеççĕ?

21 Нарăс, 2020

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитни — калама çук пысăк тата пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çавăнпа ăна питĕ тĕплĕн хатĕрленмелле, кашни саманта шута илмелле. Вăрçă ветеранĕсене вара тата ытларах тимлĕх уйăрмалла.

Шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ кунне Чăваш Республикинче уявлассине хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн паян иртнĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева ертсе пычĕ.

ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин Çĕнтерÿ парадне кăçал Республика тÿремĕнче ирттерессине пĕлтерчĕ. Хĕрлĕ тÿреме реконструкциленĕрен çапла тума тивет. Ларăва хутшăнакансем парада урăх çĕрте ирттернĕрен хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те шута илмеллине палăртрĕç.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Чăваш Енĕн тĕп хулинче йăлана кĕнĕ проектсене кăçал та малалла тăсассине пĕлтерчĕ. Юбилейлă çул çĕннисем те пулĕç. Тĕслĕхрен, «Çĕнтерĕвĕн ят пур» çĕнĕ акци ирттересшĕн. Алексей Олегович каланă тăрăх – Шупашкарти 25 урама Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен ятне панă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен асăннă урамсенче çав патриотсене халлаласа информаци стенчĕсем вырнаçтарĕç. Стендсем çынсене вĕсен паттăрлăхĕ пирки аса илтерĕç. Унсăр пуçне Шупашкарти шкул музейĕсен — пĕтĕмпе 27 — экспозицийĕсене çĕнетмешкĕн укçа уйăрма йышăннă: вĕсенче çулталăк тăршшĕпех патриотизм акцийĕсем, паттăрлăх урокĕсем, экскурсисем иртĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас