Сумлă ватăсем канашларĕç

19 Нарăс, 2019

Паян Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ черетлĕ лару ирттерчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа сумлă ватăсем Василий Шадриков ыйтнине пăхса тухрĕç. Чылай çул Ваттисен канашне ертсе пынă Василий Яковлевич сывлăхĕ хавшанăран пысăк тиеве туртса пыма йывăрланса çитнине пĕлтерсе хăйне председательтен хăтарма ыйтрĕ. Пухăннисем унăн ыйтăвне тивĕçтерчĕç, пĕр саслăн пулса канаша ертсе пыма Федор Карягина суйларĕç. «Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пуян опыт пухнăскер вăл, ватăпа ватă пек пулма пĕлет, çамрăкпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Малашне те çаплах пуласса, ĕçе юхăнтарса ямасăр туса пырасса шанатпăр», — терĕ ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров.

Ларура хускатнă тепĕр ыйту вăл — Шупашкарта Хаяр Иван палăкне лартасси. Ыйтăва сÿтсе явнă май Ваттисен канашĕн пайташĕсем Хаяр Иван патша саманинчи пурнăçа, вăл тунă реформăсене тишкерчĕç. «Çав çулсенче халăх ырлăхĕ пирки пачах та шухăшламан», — терĕ Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч. Ыттисем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Чылай калаçнă хыççăн Хаяр Ивана чăвашсемпе нимĕн те çыхăнтарманнине палăртса Шупашкарта унăн палăкне лартни те вырăнсăр тесе йышăнчĕç. Хăйсен шухăшне Чăваш наци конгресĕн президиумне пăхса тухма сĕнсе хăварчĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас