Сумлă юбиляра саламларĕç

5 Пуш, 2020

Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те çавăнтах пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ Николай Васильевич Евстафьев ĕнер хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пайӗн ертÿçи Ирина Аникина Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ.

Хаклă ветерана саламлама çавăн пекех Елчӗк районӗнчи ветерансен канашĕн председателӗ Людмила Зайцева, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те килнĕ.

2020 çул Николай Васильевичшăн тепĕр пулăмпа та пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илчĕç хăнасем - кăçал çĕршыв Аслӑ Çĕнтерÿ 75 ҫул ҫитнине паллă тăвать. Районта пурăнакан мĕн пур çын ячĕпе Николай Васильевича тав сăмахĕсем каларĕç, вăл пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртрĕç.

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас