Сутăр ытларах - туянакан пайтах!

16 Раштав, 2014

Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канаш ларăвне ирттерчĕ. Унта районсен администраци пуçлăхĕсем е вĕсен заместителĕсем хутшăнчĕç.

ЧР вице-премьерĕ – строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков «Раççей гражданĕсене - йÿнĕ те хăтлă хваттер» проект кăçал мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра хваттер черетĕнче 79 пин çын тăнине пĕлтерчĕ. Çак таранччен унта тата 7 пин çын хушăннă, çапла майпа йыш 86 пин çынна çитнĕ. Пурăнмалли мĕнпур лаптăкăн 46 проценчĕ - экономкласс валли, 2020 çул тĕлне ку кăтартăва 62% çитермелле.

«Ялхуçалăхне аталантарасси, 2013-2020 çулсенче ялхуçалăх продукцийĕн, чĕртаварĕн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» программа епле пурнăçланни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа кăтартрĕ. 2014 çулта Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсем 554,2 пин тонна тырă туса илнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 40% нумайрах. Çĕрулми - 2013 çулăн 91,7% çеç. Сăлтавĕ - ялхуçалăх предприятийĕсем «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне палăрмаллах пĕчĕклетни.

2014 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче мĕнпур тытăмри хуçалăхсем ялхуçалăх продукцийĕ 32 млрд тенкĕлĕх туса илнĕ. Производство индексĕ 103,1 процентпа танлашнă. Хула-район центрĕсенчи «Кĕр мăнтăрĕ-2014» ярмăрккара кăна 270 млн тенкĕлĕх пахча çимĕç сутнă. Ял çынни халĕ хăрамасăрах кредит илет, техника, çамрăк выльăх туянать.

- Ялхуçалăх продукцине сутассипе паян чăрмав çук, кун пирки 10, 20 е 30 çул каялла ĕмĕтленнĕ кăна, - терĕ Михаил Васильевич. - Влаç органĕсен малашне те ку енĕпе çине тăрса пулăшмалла.

Анчах выльăх ĕрчетессипе, аш-какай туса илессипе çитменлĕх самаях. Аш енĕпе Шупашкар, Патăрьел районĕсем тупăшлă аталанаççĕ, Муркаш, Красноармейски, Етĕрне, Вăрмар тăрăхĕсенче - япăх.

Хресчен шалу та сахал илет. Республикăри организацисенче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçин çурри çеç. «Пилĕк пин тенкĕпе лавккана кĕрсен мĕн туянаятăн?» - терĕ пăшăрханса М.Игнатьев.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Юлашки 3 çулта республикăра ача ытларах çуралнă, çынсем нумайрах пурăннă. Амăшĕсем шикленмесĕрех иккĕмĕш, виççĕмĕш е тăваттăмĕш пепке çуратаççĕ. Республика Пуçлăхĕ пухăннисене сывă пурнăç йĕркине суйласа илме, тĕрĕс апатланма, спортпа туслашма чĕнсе каларĕ.

Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Светлана Петрова «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн сусăр ачасене дистанци мелĕпе пĕлÿ парасси епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Светлана Владимировна каланă тăрăх - Чăваш Енре çапла майпа 192 ача /100%/ вĕренет. Шел те, аслă шкулсенче çакăн пек пĕлÿ памалли тытăма вырнаçтарман.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.