Суя топливо

28 Нарăс, 2018

Ака-суха çывхарнă май хуçалăхсемшĕн топливо туянасси çивĕч тăрать. Хальхи вăхăтра ăна илме чăрмав çук темелле — сутакансем туллиех. Анчах унăн хакĕ кĕсьене самай пушатать. Хаклă япалан та пахалăхĕ çук-мĕн. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче усă курнă ГСМ пахалăхне тĕрĕслеме проба илнĕ. Çав шутра 23,4 проценчĕ япăх пулни палăрнă. 2016 çулта кондицие ларманни 21,1 процента çитнĕ /2010 çулта — 11/. Çакăн пек кăтартусемпе паллаштарнă РФ Ял хуçалăх министерствин Ÿсен-тăран çитĕнтерекен, механизаци, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлекен департаментăн директорĕ Петр Чекмарев Пĕтĕм Раççейри агроинженери службисен канашлăвĕнче.

Иртнĕ çул тĕрĕсленĕ дизтопливăн — 33,8, мотор çăвĕн 16,7 проценчĕ усă курма юрăхсăр пулнă. «Эпир регионсене лабораторисем йĕркелесе топливо тĕрĕслеме сĕнтĕмĕр. Темле чаплă двигателе те кун пек соляркăпа пĕтеретĕр, — палăртнă вăл. — Ял хуçалăх таварне туса илекенсене темле те улталаççĕ: ГСМ хакĕсем пысăк, йÿнĕ топливо турттарса килеççĕ, вăл вара патшалăх стандартне тивĕçтермест /ГОСТа/. Çултан-çул кирлĕ мар, юрăхсăр япалана ял хуçалăхне тĕкеççĕ». Унăн сăмахĕпе, ял хуçалăх таварне туса илекенсем ултавçă поставщиксемпе хăйсем тĕллĕн кĕрешеймеççĕ. ГСМ пахалăхне регионсенче агроинженери службисен тĕрĕслемелле. Шел, вĕсем пур çĕрте те çук. «Пурне те — Гостехнадзора, регионти АП К ертÿçисене — явăçтармалла. Çакăн пек тĕслĕхсем пулсан регионти Ял хуçалăх министерствине пĕлтермелле», — палăртнă Чекмарев.

Агроведомство представителĕн сăмахĕпе кăçал çĕршывра çурхи ака-сухана ирттерме 370,6 млрд тенкĕ кирлĕ. Çав шутра 86,2 млрд тенки ГСМ туянма кайĕ. Пĕлтĕр ăна валли 76,3 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал топливо пĕлтĕрхинчен сахалрах кирлĕ пулать: солярка — 4,61 млн тонна, бензин — 807,4 пин тонна. 2010 çулхипе танлаштарсан сухалакан лаптăксем ÿснине пăхмасăр дизтопливăпа усă курасси чакнă. Çакă хуçалăхсенче хăватлă техника туяннипе те çыхăннă. Малаллах...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.