Суйлав саккунпа килĕшÿллĕн ирттĕр

28 Çурла, 2018

«Кăçалхи Президент суйлавĕ тĕпрен илсен йĕркеллĕ иртрĕ. Эпир çав кампанин кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкертĕмĕр. Чăваш Республики нихăш аспектра та япăх енчен палăрмарĕ», — терĕ РФ Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Александр Кинев паян йĕркеленĕ пресс-конференцире.

Вăл çĕршывра авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕ иртессине аса илтерчĕ. Çак кун та Раççейшĕн питĕ пĕлтерĕшлине пĕлтерчĕ: 22 регионта кĕпĕрнаттăрăн, саккун кăларакан 16 пухура, РФ Патшалăх Думин 7 депутачĕн суйлавĕсем иртеççĕ-çке. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Чăваш Енре авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче 76 ял-хулара 86 суйлав участокĕ ĕçлессине палăртрĕ. Çынсен /Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Элĕк районĕнче тĕпленнисемсĕр пуçне/ район тата хула, хăш-пĕр çĕрте ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйламалла.

«Çак суйлав та Чăваш Республикинче лăпкăн, йĕркеллĕ тата саккунпа килĕшÿллĕн иртессе шанатăп», — терĕ Александр Кинев. Александр Юрьевич республикăра пурăнакансем, политика вăйĕсем çĕнĕ документа — вăл РФ Суйлав кодексĕ ятлă пулĕ ахăртнех — хатĕрлес ĕçе те хутшăнасса шаннине пĕлтерчĕ. ТСК членĕ каланă тăрăх — çак документра пĕтĕм суйлав процедурине, асăннă процеса хутшăнакансен прависемпе тивĕçĕсене çырса кăтартмалла. «Чăн та, çав кодекс 2-3 çултан тин хатĕр пулĕ», - терĕ Александр Кинев.
Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

 

Теги: 

Комментари хушас