Светлана АСАМАТ: “Пĕрремĕш юрату 2-мĕш класра çуралчĕ”

14 Чÿк, 2014

Тăван республикăра, йăхташăмăрсем пурăнакан ытти регионта ăна пĕлмен чăваш çук. Светлана Асамат тесенех куç умне унăн сăвă кĕнекисем тухаççĕ, хăлхара вăл юрлакан юрăсем янăраççĕ, унăн тапса тăракан вăй-хăвачĕ хавхалану кÿрет... Раççей çыравçисен, журналисчĕсен пĕрлĕхĕсен членĕ, чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн хастарĕ - "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ рубрикин пĕрремĕш хăни. "Паллă çынсен çамрăклăхĕ". Çапла ят патăмăр ăна. Республикăри ят-сумлă çынсен - çыравçăсемпе сăвăçсен, ÿнерçĕсемпе скульпторсен, ăсчахсемпе артистсен - яшлăх çулĕсем мĕнле иртнĕ, асра еплерех çырăнса юлнă? Кама савнă вĕсем, кампа туслă пулнă? Çак ыйтусемпе чăрмантарăпăр республикăшăн, тăван халăхшăн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлекен, хăйсен ăс-хакăлĕпе тата пултарулăхĕпе ентешĕмĕрсене савăнтаракан хисеплĕ çынсене. Паян эсир пурте пĕлекен Светлана Асаматăн вăрттăнлăхĕсене уçăпăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.