Сывă пурнăç йĕркишĕн ятарлă акци иртнĕ

15 Нарăс, 2018

XIV Пĕтĕм Раççейри «Спорт сиенлĕ йăласенчен хăтăлма пулăшать» акцин республикăри тапхăрĕ иртнĕ. 

Ăна ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тĕллевпе ирттернĕ. Унта хутшăнакансем видеоролик ÿкернĕ.

Акци 6 номинаципе иртнĕ: «Сывлăха упракан технологисем», «Физкультурăпа спорт технологийĕсем», «Волонтер ĕçне йĕркелесси», «Тĕпчев ĕçĕ», «Пултарулăх ĕçĕ», «Хăй хыççăн ертекен». Регионти тапхăра Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи пĕлÿ çурчĕсенчен 22 ĕç килсе çитнĕ.

Акцин Пĕтĕм Раççейри тапхăрне Светлана Озяковăпа Елена Курковăн /Çĕмĕрле хулинчи «Юмах» ача садĕнчи воспитательсем/, Линда Яковлевăпа Луиза Ласточкинăн /Шупашкарти 28-мĕш шкулти физкультура вĕрентекенĕсем/, Михаил Мартыновпа Алена Пакрушевăн /И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем/ ĕçĕсене ярĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас