Тăкак виçине пĕлес килет-и?

14 Нарăс, 2015

Çак йĕркене пурнăçа кĕртесси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулти июлĕн 25-мĕшĕнчех хушу кăларнă. Пирĕн республикăра медицина пулăшăвĕн хакне пĕлтĕрхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çырса палăртма пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен 238 пин справка панă. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕх çинчен халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтернĕ.

Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн пуçлăхĕ Вячеслав Александров çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартмашкăн журналистсене пуçтарчĕ. 2014 çулта пирĕн республикăра 1240988 çынна страхланă. Фонд кашнин пуçне 6962,5 тенкĕ уйăрнă. Кăçал страхланисен йышĕ пысăкланнă: 1246929 çын. Пĕр пациентшăн вăтамран 8260,7 тенкĕ уйăрма палăртнă. Çитес çул çак виçе пысăкланĕ, 8727,2 тенке çитĕ. Хăйне лайăх туяканни, тĕслĕхрен, çулталăкне пĕрре те больницăна каймасть. Теприн вара темиçе хут сипленме тивет. Шăпах çапла шайлашăнса пырать те медицина страхованийĕн фончĕ уйăракан укçа-тенкĕ.

Пĕлтĕр фонд бюджетĕнчен 10296,4 миллион тенкĕ тăкакланă. Сăмахран, 421472 ача тата 236988 мăн çын диспансеризаци витĕр тухнă. «Земство тухтăрĕ» программăпа 53 врач яла ĕçе вырнаçнă. Васкавлă пулăшу машинисем валли 594,9 миллион тенкĕ уйăрнă /федераци нормативĕ тăрăх 1 çыншăн - 479,4 тенкĕ/. Хальхи технологисемпе усă курса 2739 операци тунă. Фонд бюджечĕ çулсерен пысăкланса пыни куçкĕрет. 2011 çулта пĕтĕмĕшле тăкак 6809,7 миллион тенкĕпе çеç танлашнă.

Кăçалхи январьте кăна шурă халатлисем чирлисене 70 пин справка пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Тухтăр пациента пĕр хут йышăннăшăн патшалăх сахалтан та 120 тенкĕ тăкаклать. Вулакана пĕлме: 2014 çулта, тĕслĕхрен, 250 çынна 500 пин тенкĕлĕх, 53-шне 1 миллион ытлалăх сипленĕ.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли çинчен те сăмах хускатрĕ Вячеслав Николаевич. Чир-чĕр ан çыпăçтăр тесен тĕрĕс апатланмалла, уçăлса çÿремелле, эрех-сăрапа ашкăнмалла мар.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.