Таможня ирĕк парать...

13 Раштав, 2014

Кĕçнерникун Шупашкарта Атăлçи таможня управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ канашлăва Чулхуларан управлени пуçлăхĕ Сергей Рыбкин, Атăл тăрăхĕнчи регионсен çак управлени тытăмне кĕрекен таможнисен ертÿçисем килнĕ, калаçăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусем пирки кашни çынна пырса тивекеннисем тееймĕн: таварсене класификацилесси, таможня операцийĕсен мониторингĕ тата ыт.те - вĕсем çĕршывăн экономика хăрушсăрлăхне хÿтĕлессипе тÿрремĕнех çыхăннă пулин те вулаканшăн питĕ интереслĕ пулассăн туйăнмасть. Журналистсен республикăпа тÿрремĕнех çыхăннă ыйтăвĕсене С.Рыбкин уйрăммăн хуравларĕ. Вăл палăртнă тăрăх - кăçалхи 11 уйăхра Чăваш таможня постĕнче тулашри суту-илÿ калăпăшĕ АПШн 232 млн долларĕпе танлашнă. Ку виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 27% ытла чакнă. Çакă чи малтанах «Промтрактор» АУО туса кăларакан тракторсене экспортпа чикĕ леш енне ăсатассин кăтартăвĕсем пĕчĕкленнипе сăлтавланнă. «Концерн паян ытларах таможня союзĕн шалти рынокĕ валли ĕçлет, çавăнпа тÿлевсен виçи те чакнă», - пĕлтерчĕ Сергей Валентинович. Апла пулин те Чăваш Ен тулашри экономика ĕç-хĕлĕнчен бюджета хывнă укçа 1,2 млрд тенкĕрен иртнĕ - «ку цифра япăх мар, çапах вăл та иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех».

Управлени пуçлăхĕ çакăнта кризис, Раççее хирĕç санкцисен витĕмĕ пуррине йышăнать. Импорт тĕлĕшпе, сăмахран, чылай çĕршывран пахчаçимĕç, ытти апат-çимĕç кÿме чарнă. Сăмах Европа пĕрлĕхĕ, Америка, Канада, Австрали пирки пырать. Анчах «сăваплă вырăн пушă пулмасть» теççĕ вĕт - çак вырăна Турци, Китай, ытти çĕршыв йышăнаççĕ.

Управлени тытăмĕнче автотранспортпа çыхăннă таможня пункчĕсем çук, сывлăш транспортне вара тĕрĕслеççĕ. Кунта та ĕçлемелĕх пур. С.Рыбкин сывлăш транспорчĕпе çыхăннă наркотрафиксем вăй илнине пытармарĕ: «Сывлăш çулĕсемпе кунта наркотик кÿрекенсене тытса чарнă тĕслĕхсем пур. Унашкаллисен шутĕнче - наркăмăшлă хутăшсене çăтса чикĕ урлă каçаракансем те, ытти мелпе усă куракансем те».

Чăваш Енри таможня посчĕн ĕçне вăл ырласа хакларĕ: «Тĕллевсене пурнăçлать, ытти тĕрĕслев органĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет». Тепĕр тесен вăл кăна мар, Шупашкар таможенникĕсене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та мухтарĕ: «Хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ».

Ларăва тĕрлĕ регион представителĕсем пухăннине кура /сăмах май, вĕсен йышĕнче хăй вăхăтĕнче Чăваш таможнине ертсе пынă Юрий Владимиров та пулчĕ. Халь вăл - Пушкăртстанăн «тĕп таможенникĕ». Маларах Оренбург таможнине ертсе пынăччĕ. Унтах генерал званине илнĕ. Раççей таможнин тытăмĕнче сумлă çак звание тивĕçнĕ пĕртен пĕр чăваш/ Михаил Васильевич республика аталанăвĕпе кĕскен паллаштарни вырăнлă пулчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - йывăрлăхсем пур пулин те макроэкономикăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен çулталăка иртнĕ çулхинчен ăнăçлăрах вĕçлет. Промышленноç производствин индексĕ 104% танлашмалла, АПКра - 105%, строительствăра - 102% ытларах.

- Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатпăр, - терĕ М.Игнатьев. - Çавăн пекех пиртен РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич та питĕ çирĕп ыйтать, мĕнпур цифрăпа кăсăкланать...

Таможньăпа çыхăннă ĕçе илес тĕк - Михаил Васильевич яппунсемпе пĕрле пуçарнă проект тинех тÿрре тухассине палăртрĕ, вĕсем кунта автомобильсем валли кабель производстви уçаççĕ. Паллах, «Хĕвел» завод пирки те сăмах пулчĕ. Унăн хĕвел модулĕсем рынока тухнă та ĕнтĕ.

С.Рыбкин республика ертÿçине тав тунă май таможня енчен малашне те тĕрев пуласса шантарчĕ: «Эпир те экономика аталанăвне пулăшатпăр, çавăнпа та Чăваш Енри инвестици климатне лайăхлатсах пырас ĕçе хамăрăн тÿпене хывăпăр».

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.