"Тантăш", 1 /4415/ №, 15.01.2015

15 Кăрлач, 2015

Литературăна, Константин Иванова халалланă çулталăк ăнăçлă пуçланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен литераторĕсемпе тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура кăçалхи çулталăка Раççейре Литературăна, пирĕн республикăра Константин Иванова халалланă май тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ.

«Чи илемлĕ валентинка». Февралĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче çветтуй Валентин кунне паллă тăватьĕ çавна май эпир хамăрăн вулаканăмăрсене валли конкурс йĕркелеме шут тытрăмăр.

Кашни самант, хускану - сăнÿкерчĕкре. Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче фотопĕрлешÿсен ертÿçисен тата сăнÿкерÿпе кăсăкланакан çамрăксен республика семинарĕ иртрĕ.

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурс. Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа кăçал 125 çул çитнине халалласа «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсне ирттерессине пĕлтереççĕ.

Николай ЫДАРАЙ: «Ытларах ачасем валли çырма юрататăп». Пултарулăхне пĕтĕмпех вĕтĕр-шакăра халалланă.

Анне пурри - телей. Паллашар-ха çиччĕмĕш класра вĕренекенсен сочиненийĕсенчи шухăшсемпе.

«Ăсталăха кашни кун туптамалла». Кунта пĕлÿ илекенсем кĕçĕн класранах спортпа туслашаççĕ. Мĕн шкултан вĕренсе тухиччен пырать ку туслăх.

Пĕрлĕхре - вăй. Пирĕн туслă волейбол команди районти пĕр ăмăртуран та юлмасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.