Тарифсем 2 тапхăрпа ÿсеççĕ

17 Кăрлач, 2019

Чăваш Енре коммуналлă пулăшу тÿлевĕсене юлашки çулсенче утă уйăхĕн 1—мĕшĕнчен ÿстеретчĕç. 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен НДС 18% шайĕнчен 20% таран хăпарнăран тÿлев виçине кăçал кăрлач тата утă уйăхĕсенчен пысăклатаççĕ.

ЧР Конкурент политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова паян брифингра çакăн çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. РФ Правительстви НДС ставкин ÿсĕмне пула коммуналлă пулăшу тÿлевĕсене 2 тапхăрпа индексацилеме йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Кăрлач уйăхĕнчен — 1,7, çулла — 4%. Цифрăсем — чи пысăк ÿсĕм виçипе. Хăш-пĕр муниципалитетра тата ял тăрăхĕнче тата та пысăкрах. Сăмахран, ăшă энерги хакĕ Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхĕнче — 25, Куславкка таврашĕнче — 20,9, Улатăрта 17% таранах хăпарать.

Электроэнергин кашни киловатт сехечĕпе усă курнăшăн кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хула çыннисен — 3,3 /ÿсĕм 5 пус/, ялта пурăнакансен 2,31 /3 пус нумайрах/ тенкĕ тÿлемелле. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — 3,36 /6 пус ытларах/ тата 2,35 /4 пус хушăнать/. Ваккăн сутакан кашни кубла метр çут çанталăк газĕ пĕрремĕш çур çуллăхра 5,62 тенкĕ /9 пус хакланать/ пулать, иккĕмĕшĕнче — 5,73 /ÿсĕм 11 пус/.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас