Тарифсем паянтан пысăкланаççĕ

1 Утă, 2016

Правительство çуртĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тÿлевĕсем улшăннă пирки брифинг ирттерчĕç.

ЧР конкурент политикин тата тарифсен службин ертÿçин заместителĕ Марина Кадилова электроэнергин кашни киловатт сехечĕ паянтан хула çыннисемшĕн — 2,98, ялта пурăнакансемшĕн 2,09 тенкĕ пулассине, 2015 çулхи раштав уйăхĕнчи хаксемпе танлаштарсан пĕрремĕшсемшĕн — 18 пус /6,4%/, иккĕмĕшсемшĕн 13 пус /6,6%/ ÿсессине пĕлтерчĕ.

Республикăра пурăнакансене ваккăн сутакан çут çанталăк газĕн хакне ЧР Министрсен Кабинечĕ 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнчи 205-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн кашни кубла метр газ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5,17 тенкĕ пулать, 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчи хакран 0,13 тенкĕ ÿсет.

Ăшă энергийĕн, ĕçмелли тата вĕри шывăн, пурăнмалли вырăнтан юхтарса кăларакан хура шывăн тарифĕсене ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем çирĕплетеççĕ. Вĕсемпе служба сайтĕнче паллашма пулать.

ЧР Пуçлăхĕн 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 181-мĕш Указĕпе граждансем муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче 2016-2018 çулсенче коммуналлă пулăшушăн хывакан тÿлев виçин чи пысăк индексне çирĕплетнĕ. Республикăра унăн улшăнăвĕ 4,4% танлашать. Вĕсем Раççей Правительствин 2015 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 2182-мĕш йышăнăвĕнче палăртнă чикĕрен иртмеççĕ. Уйрăммăн илсен тÿлев виçин улшăнăвĕн индексĕ 254 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче РФ Правительствин асăннă йышăнăвĕнче Чăваш Ен валли пăхнă чухлех — 4,4%, 32 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вара 6,7% пулĕ.

Раççей Правительствин 2014 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 400-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тата вырăнти хăйтытăмлăхăн халăх суйлакан органĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Раççей субъектĕнче палăртнă индексран ÿстерме ыйтсан çирĕплетнĕ чикĕрен ирттерме пултараççĕ. 10 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вăл паянтан республикăн вăтам индексĕнчен ытларах ÿсет /33 тăваткал метрлă хваттерте пурăнакан кашни çын пуçне/: Шупашкар хулинче тата Шупашкар районĕнчи Лапсар ял тăрăхĕнче — 8,1 тата 7% /сивĕ шыв парса тăнăшăн тата хура шыва юхтарассине йĕркеленĕшĕн 25% нумайрах тÿлеттерме пăхнă май/; Çĕнĕ Шупашкарта — 8,23% /çÿлерех палăртнă пулăшу ĕçĕшĕн 25% ытларах тытма йышăннă пирки/; Канаш хулинче тата Канаш районĕнчи Хучел ял тăрăхĕнче — 7,7 тата 6,3% /сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн хака 15% ÿстернĕрен/; Улатăр хулинче — 6,8% /сивĕ шыв парса тăнăшăн 23,1% ытларах илме пуçланă май/; Çĕмĕрле хулинче — 8,6% /сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн 18,4% нумайрах тÿлеттерме палăртнă пирки/; Вăрнар хула тăрăхĕнче — 5,4% /сивĕ шыв парса тăнăшăн 10,7% ытларах тытма пăхнăран/; Йĕпреç хула тăрăхĕнче — 12,5%, /пурăнмалли вырăна хутса ăшăтнăшăн хака 13,7% ÿстернĕрен/; Красноармейски районĕнчи Красноармейски ял тăрăхĕнче — 6,5% /сивĕ шыв парса тăнăшăн 8,9% нумайрах тытма йышăннăран/.

Михаил СЕРЕГИН

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.