Тăван тути — пыл тути

17 Кăрлач, 2018

Кирек епле çыншăн та тăван енрен хаклăраххи, пахараххи урăх çук. Мĕншĕн тесен вăл кунта çут тĕнчене килнĕ, ансăр сукмакпа шкула чупнă, вырăнти кÿлле-пĕвене шыва кĕме васканă, вăрмана кăмпа-çырлана çÿренĕ. Çак шухăша Елена Матвеева манпа сăмахланă май икĕ-виçĕ хут та асăнчĕ.

«Питех те илемлĕ пирĕн ен, Пайсупин тăрăхĕ, — терĕ вăл. — Маншăн паха вырăн урăх çук. Çуркунне шурă шупăрпа витĕннĕ пан улми сачĕ мĕне тăрать. Кĕркунне вăл ял халăхне тутлă çимĕçпе хăналать. Ача чухне кĕтÿ кĕтнĕ вырăнсем — Шурвар çырми, Хура çăл, Ăвăс çырми, Матшÿ пусси халĕ те куç умне тухаççĕ».

Елена Леонидовна йышлă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ питĕ ĕçчен çынсем пулнă. Пĕри — трактористра, тепри выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте, уй-хир бригадинче тăрăшнă. Тăватă ачине те хăйсем пек ĕçчен, сăпайлă ÿстернĕ.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Елена тантăшĕсемпе Канашри медицина училищине вĕренме кайнă. 1985 çулта медицина сестрин дипломне алла илнĕ хыççăн Трак тăрăхне таврăннă. Çамрăк специалиста Кĕçĕн Шетмĕри фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме янă. Пайсупин хĕрĕ кунта виçĕ çул тăрăшнă. Танăш каччипе Владимир Матвеевпа çемье çавăрсан çулталăкран район центрне пурăнма куçнă. <...>

1988 çулта çемьене «çĕнĕ кайăк» хушăнни савăнăç кÿнĕ. Арçын ачана Саша ят панă. Халĕ вăл хăй те çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача ÿстерет. Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен, каярах Мускаври гуманитари академийĕнчен вĕренсе тухнă. Матвеевсен кĕçĕн ывăлĕ — Сергей. Вăл та тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ.

Кил хуçи Владимир Александрович та калаçăва хутшăнчĕ. «Тавах аннене, — терĕ вăл. — Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне хăрах çунат айĕнче ÿстерчĕ. Эпир те çав-çавах çын пултăмăр, анне ятне ямарăмăр. Паян пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Тăвансемпе çыхăнăва татмастпăр».

«Пĕччен хулă хуçăлать, пĕччен пуçăм усăнать», — теççĕ ваттисем. Матвеевсем мĕн пур тăванĕпе туслă пурăнаççĕ, икĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. Уявсенче пĕрле кĕрекене лараççĕ. Çакăнтан лайăххи çĕр çинче мĕн пур-ши? Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.