Таврари илеме куçпа курмасан та чунпа туять

27 Feb, 2020

Галина Никитина çынсем каланинчен çеç пĕлет: тÿпе янкăр кăвак, çуркунне тавралăх ешерет, кĕркунне ылтăн тум тăхăнать. Унсăр пуçне... çулталăкăн кашни вăхăчĕ уйрăм шăршăпа палăрать. Таврари илеме куçпа курайманшăн Галина ÿкĕнмест, чи кирли — ăна чунпа туять. Пурнăç парнеленĕ амăшĕпе ашшĕне, чи çывăх çынни вырăнĕнче пулнă аппăшне Эльзăна курса савăнма шăпа пÿрмен хĕре. Вăл суккăр çуралнă...

Хумхантаракан тĕлпулу

Халĕ Галина 29 çулта. Куç курманни аталанмашкăн чăрмав маррине вăл кунсерен çирĕплетет. Акă нумаях пулмасть унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Сасă тĕлĕшпе, юрлас енĕпе çут çанталăк пикене çав тери пысăк парне тунă. Ăна итлекенсенчен чылайăшĕ: «Санăн сассу чуна сиплет», — теççĕ. Галина сцена çине Турăран пил ыйтмасăр тухмасть. Амăшĕ каланă тăрăх çеç астăвать: пуçласа больница палатинче юрланă вăл. Ача чухне радиопа е телекуравпа илтнĕ юрăсене наччасра астуса юлса шăрантарнă. Тепĕр чухне ял çыннисем хĕрачана юрлама ыйтнă. Ытларах классикăна, романса килĕштерет сопрано сасă хуçи.
Куславкка районĕнчи Кутемерте çуралса ÿснĕ Галина тĕп хулари куç япăх куракансен интернат шкулĕнче вĕреннĕ. Брайль шрифчĕпе вулать, çырать. Пачах курманскер çутăпа тĕттĕме çеç уй-ăрать. Çавах кулленхи чылай ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçлама тăрăшать. «Интернатран вĕренсе тухсан пурнăç хăш çулпа илсе каясси пирки шухăшларăм. Турă пулăшса пычĕ мана. Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине кĕтĕм, унтан — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне. Хама çеç мар, çывăх çынсене те çăмăл килмест. Çур ĕмĕр ялта пурăннă аннен хуçалăха хăварса хулана куçма тиврĕ, общежитире пĕрле пурăнтăмăр. Мана пăхакан кирлĕ», — каласа кăтартрĕ Галина. Академи юрăçин специальноçне илнĕскер халĕ музыка училищинче хор пулăшуçинче ĕçлет. Сасса туптамаллах, пултарулăха пăчланма памалла мар тесе шухăшлать вăл. Музыка ăна пурăнма вăй-хăват парать.
Галина сцена çине пуçласа Куславкка хулин кунне халалланă уявра тухнă. 14 çулти хĕрачана асăрханă, конкурссене хутшăнма сĕннĕ. Челябинск хулинчи тупăшăва кайма тăнă, анчах ятарлă пĕлÿ çук тесе йышăнманни хĕрĕн кăмăлне хуçнă. Çакă та малашлăха музыкăпа çыхăнтарма хистенĕ пулĕ. Искусствăсен шкулне çул такăрлатнă, ăна занятисене ятарлă çын леçнĕ, пырса илнĕ. Преподаватель Галинăна кăткăсрах произведенисем вĕренме панă. Хусанта куç курманнисен хушшинче иртнĕ конкурса хутшăнса парнеллĕ вырăна тивĕçни Галинăшăн пысăк кĕтменлĕх пулнă. Çав вăхăтрах ку ăна хавхалантарнă та. «Кун хыççăн тĕлĕнмелле пулăмсем пурнăçа çавра çил пек кĕчĕç. Мана Пĕрремĕш каналти Светлана Сорокина хăйĕн проектне хутшăнма чĕнчĕ. Ман пирки кăларăм хатĕрлеме ÿкерÿ команди интернат шкула çитрĕ. Эпĕ унта вĕреннине мĕнле майпа пĕлни кайран уçăмланчĕ: сусăрсен хушшинче иртнĕ «Блуждающие звезды» фестивале хутшăннăччĕ эпĕ. Унта хутшăнакансен ячĕсене сайтра вырнаçтарнă-мĕн. «Основной инстинкт» кăларăма ертсе пыракан Светлана Сорокина мана унта асăрханă», — аса илчĕ кăмăллă саманта çамрăк юрăç. Çакăнпа çеç тĕлĕнмелли вĕçленмен. Тепĕртакран Галинăна Мускава Останкино телебашнине йыхравланă. Вырăна çитнĕ çеç — хĕрача Диана Гурцкаян сассине илтнĕ. Ăна вăл пин-пин сасăран уйăрса илеет! «Эпĕ кунта», — тенĕ кăмăллăн Раççей эстрада çăлтăрĕ. Çак тĕлпулăва преподавателĕсем ыйтнипе йĕркеленине хĕрача кайран пĕлнĕ. Галинăн унпа пĕрле юрă шăрантарма та май килнĕ. Кун пирки вăл ĕмĕтленме те пултарайман. Тĕлпулăва шăпа парни пекех йышăннă Галина. Диана Гурцкая каланă сăмахсене асран кăлармĕ: «Нихăçан та пуç усмалла мар, яланах малалла утмалла тесе хавхалантарчĕ. Çав кун тĕлĕкри пек иртрĕ. Эпĕ, ялта çуралнă ахаль хĕр çеç, çавнашкал сумлă çынпа тĕл пулма тивĕçрĕм. Ĕненес килместчĕ. Темиçе çул иртсен вăл мана хăй йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери «Шурă туя» фестивале хутшăнма йыхравларĕ».

«Сцена çине çавăтса тухăттăм...»

Галина хутшăнакан концертсене нихăçан та сиктермен пĕр çын пур. Вăл — унăн мăшăрĕ Дмитрий. Вĕсем çичĕ çул каялла куç курманнисен реабилитаци центрĕнче паллашнă, пĕлтĕр мăшăрланнă. Вĕсен шăпи те пĕр евĕрлĕрех — Дмитрий те суккăр çуралнă, интернат шкулта пĕлÿ илнĕ. Вăл — Шупашкартан. Центрта сипленнĕ икĕ уйăх çурăра çамрăксем туслашнă, кайран та çыхăнăва татман. «Мăшăр манран аслăрах, пурнăç курнă çын. Вăл хăй тĕллĕн пурăнма пултарать, лавккана, аптекăна пĕччен çÿрет. Эпĕ ĕçе кайма такси чĕнетĕп, телефонри ятарлă приложени те кулленхи пурнăçра аван пулăшать. Лавккана кĕрсен пире сутуçăсем пулăшаççĕ. Апат-çимĕç хамăр пĕçеретпĕр. Тепĕр чухне Димăн аппăшĕ килет, аннепе атте нумай пулăшаççĕ. Анне хула пурнăçне хăнăхрĕ ĕнтĕ, культура мероприятийĕсене çÿрет, аттепе пĕрле ĕçе вырнаçрĕç», — сăмах çăмхине сÿтрĕ Галина.
Галина концертсенче, конкурссенче «Аве Мария» юрра шăрантарма тăрăшать. Ăна çул кăтартакан çăлтăр вырăнне хурать. Юрă сăмахĕсене вăл диктофон çине çыртарса вĕренет. Смартфон та ку тĕлĕшпе пулăшать. Вăл тĕрлĕ хулара иртекен конкурс-фестивале тăтăшах хутшăнса пултарулăхне туптать, çĕршыв шайĕнчи тупăшура лауреат ятне пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Юнашар шанчăклă çынсем пурри ăна хавхалантарать. «Пултаруллă, тивĕçлĕ çынсемпе паллашни — пысăк савăнăç. Музыка училищин тата культура искусствăсен институчĕн преподавателĕсем нумай пулăшрĕç. Пĕлÿ илмешкĕн мĕн тери кăмăллăччĕ! Утнă чухне те юрлас килетчĕ. Концертсене хатĕрленме волонтерсем, çывăх туссем темĕн чухлех пулăшрĕç», — малалла калаçрĕ музыкăна юратаканскер.
Çамрăк мăшăр куç курманни пирки асăрханса калаçать. Ку ырату çеç кÿрет вĕсене. Уйрăмах — Дмитрие. Вăл çепĕç саслă мăшăрĕн сăнне тем пекех курасшăн... «Шел, эпĕ курмастăп. Унсăрăн сана концертсене хатĕрленме пулăшăттăм, сцена çине çавăтса тухăттăм», — çапла пĕрре мар каланă арçын. «Манăн килте ларас килмест, юрлас, ĕçлес кăмăл пысăк. Пурнăç малалла шăвать, мĕн пулассине пĕлме çук. Димăпа ача çуратса çитĕнтересси пирки нумай калаçатпăр. Анчах ку питĕ яваплă утăм. Ăна пăхакан çын кирлĕ, пире хамăра та тепĕр çыннăн тимлемелле-çке. Эпĕ пилĕк ачаллă çемьере çитĕнтĕм. Ялта садик пулманран мана аппапа пиччесем пăхрĕç. Аппапа Эльзăпа питĕ çывăхчĕ эпĕ. «Санăн ача çуралсан хамах пăхса паратăп», — тетчĕ. Тăхăр çул аслăрахчĕ вăл, манпа пĕрле больницăра выртнă, ĕмкĕчрен çиме вĕрентнĕ. Пĕрремĕш утăмсене те аппан куçĕ умĕнчех тунă эпĕ. Вăл çут тĕнчерен уйрăлнăранпа кĕçех ултă çул çитет...» — хурланса калаçрĕ Галина. Пысăк çухатăва йывăррăн чăтса ирттернĕ вăл.
Кăмăл хуçăлнă самантсенче Галина ДЦПпа чирлĕ тусне Анастасийăна аса илет. Вăл хастарлăхĕпе тепĕр сывă çынран та ирттерет, кÿмепе çÿрекенскер сусăрсене пулăшма вăй-хăват тупать. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.