Тайма пуç сана, çĕр ĕçченĕ!

3 Чÿк, 2016

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене чысларĕç.

Выртан чул айĕнче шыв юхмасть

Çак кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Мероприятие ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ.

«Çавра сĕтел» хушшине пуçтарăннисем АПК-на тивекен патшалăх пулăшăвне, производствăна ÿстерсе пырас ыйтăва, чăрмавсенчен тухмалли çул-йĕре сÿтсе яврĕç. Калаçура çĕрулми туса илессине те хускатрĕç. Тупăшлăха ÿстерме паха вăрлăха вырăнтах туса илмеллине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ: «Продукцие тирпейлессине аталантармалла, паян ку - тупăшлă бизнес».

Сергей Артамонов ял хуçалăх таварне туса илекенсене субсиди парас йĕркепе тата улшăнусемпе паллаштарчĕ. Производствăна çĕнетме, çĕнĕ объектсем хута яма пур майпа та усă курма сĕнчĕ вăл. Хальхи вăхăтра 14 хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ферми тума палăртнă. Ыттисен те ĕçтешĕсен ырă тĕслĕхне шута илмеллине каларĕ министр.

Предприятисен ертÿçисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç. «Ольдеевская» агрофирма директорĕ Евгения Беликова каланă тăрăх - кунта çĕнĕ технологипе тунă теплица 16 гектар йышăнать. Çакă агрофирмăна тухăçлă ĕçлесе пыма пулăшать. Тупăшлăхпа илсен вĕсен кăтартăвĕ çĕршывра малтисен шутĕнче.

2007 çулта предприяти юхăннă хуçалăха илсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. Ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелени, производствăна аталантарни сăвăм кăтартăвне те лайăхлатнă. Юлашки вăхăтра сĕт тата унăн юр-варĕн хакĕ ÿснипе услам та ытларах кĕрет.

- Кăçал Раççейре сĕт 9 млн тоннăна яхăн çитмест. Ĕне выльăх ĕрчетни паян тупăшлă, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

- Пĕлсе йĕркелесен сĕт туса илни теплицăра пахчаçимĕç çитĕнтернинчен те тупăшлăрах, - килĕшрĕ унпа Евгения Беликова.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» производство кооперативĕ те республикăра лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта сăвакан выльăх йышне ÿстерме, çĕнĕ вите тума палăртаççĕ. «Ĕне ашне туса илни тăкаклă тени тĕрĕс мар. Çамрăк выльăх сутни пайталлă. Халĕ эпир производство калăпăшне ÿстересшĕн», - терĕ Альбина Новикова. Унăн шухăшне Михаил Игнатьев та ырласа йышăнчĕ, ăнăçу сунчĕ.

«Авангард» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Николай Курчаткин пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ çул предприяти 9300 тонна сысна ашĕ туса илнĕ. Тыр-пул акмалли лаптăка 22 процент ÿстернĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле сысна ашне 300 тонна ытларах хатĕрлеме палăртнă.

Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» пĕрлешÿ те выльăх-чĕрлĕхпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Сĕт, аш-какай кăтартăвĕсем лайăхлансах пыраççĕ. Евгений Шалеев директор та чĕртавара вырнаçтарас ыйтăва хускатрĕ.

Михаил Васильевич туса илекен продукцие рынокра сарма, ятарлă машинăран сутассине йĕркелеме сĕнчĕ. Ытти регионăн чĕртаварĕ вырăнти продукцие республика рынокĕнчен хĕссе кăларасран муниципалитетсене хуçалăхсене пулăшма мерăсем йышăнма каларĕ, маркетинг ĕçне лайăхлатма ыйтрĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав аталанать, улшăнать. Апла ĕç-хĕле, чĕртавара сутассине те çĕнĕлле йĕркелемелле, пурнăç таппинчен юлмалла мар.

 

Чыс та мухтав

Çĕр ĕçченĕсене, тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене, хăнасене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Фойен иккĕмĕш хутĕнче республикăри тирпейлекен, апат-çимĕç предпри-ятийĕсем хăйсен таварне курава тăратнă. Кăмăл тăвакансем ăна астивме, туянма пултарчĕç.

Уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă май ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пухăннисене ăшшăн саламларĕ, ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.Кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсен тупăшлăхĕ 4,6-ран 14,7 процент ÿснĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, акакан лаптăксене ÿстересси палăрмаллах лайăхланнă. Юлашки 15 çулта пирвайхи хут 650 тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Тупăшлă ĕçлесе пыма вырăнтах вăрлăх хатĕрлемеллине, шăваракан лаптăксене ÿстермеллине, пахчаçимĕç, çĕрулми хранилищисем тумаллине палăртрĕ министр. Хăмла çитĕнтерессине федераци шайĕнче сÿтсе явни чăваш çĕрĕ çинче «симĕс ылтăн» тепĕр хут вăй илес шанăç парать.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем пур. Сĕт, аш-какай туса илесси ÿссех пырать, çĕнĕ фермăсем хута каяççĕ. Кăçал 5 хуçалăхра ĕне пуçне 7 пин килограмм сĕт сунă. Апат-çимĕç предприятийĕсен кăтартăвĕ те 9 уйăхра пĕлтĕрхинчен 2,8 процент лайăхланнă. Ĕç çыннисен шалăвĕ иртнĕ çулхинчен 10 процент пысăкрах. Патшалăх пулăшăвĕ ÿссе пынине те палăртрĕ министр. Кăçал АПК-на федераци бюджетĕнчен 54 енĕпе субсиди уйăрмалла.

Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Аграрисене саламланă май вăл инвестици явăçтарассипе, экономика вăй-хăватне ÿстерессипе малта пыракан районсене, хула округĕсене хавхалантарма грантсем çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Хăмлапа, сĕтпе ĕçлени паян тупăшлă. Вĕсем Раççейре çителĕксĕр.

Уявра ĕçре палăрнă çынсене, районсене патшалăх наградисем, укçан преми парса чысларĕç. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалласа ирттернĕ «Савнă ялăм, тăван ял» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕнче çĕнтернисене те парнесемпе хавхалантарчĕç. Юрă-ташă ушкăнĕсем ĕçченсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.