«Театра — аннепе» акци иртет

1 Пуш, 2019

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Театра — аннепе» акци пуçарать. Унпа килĕшÿллĕн пушăн 8-мĕшĕнче театра çитекен аннесем, кукамайсемпе асаннесем билет туянмасăрах спектакльпе киленĕç. Пултарулăх ушкăнĕ асамлă юмах кăтартĕ.

«Морозко» спекатакль çемье валли. Туслăхпа юратăва хаклама вĕрентекен хайлав ăрусене пĕрлештерет. Ашшĕ-амăшĕ вырăс классика литеартурине аса илĕ, ачасемпе пĕрле асамлăх тĕнчипе киленĕ. Ырă ĕçсем тума вĕрентекен спектакль Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртĕ. Вăл пуçланиччен фойере тĕрлĕ вăйă выляттарĕç, парнесемпе савăнтарĕç.

Уяв 12 сехетре пуçланĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас