ачасем

24 Кăрлач, 2019

Ача-пăча кăларăмĕсен çывăх тус

«Тантăш» хаçатăн тата «Тетте» журналăн страницисене уçнă май унти илемлĕ ÿкерчĕксене сăнанă-и эсир? Чылайăшĕн айне «Ирина Кошелева, Йĕпреç районĕ, Çăкалăх ялĕ» тесе палăртнă. Нумаях пулмасть пултаруллă та маттур хĕрача ашшĕпе пĕрле редакцире пулчĕ.

10 Кăрлач, 2019

Çăлтăрлăхри пĕр талант

Кăрлачăн 4-7-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Талантсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль 10-мĕш хутчен иртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 20-мĕш шкулта вĕренекен Анастасия Трефилова унта малтан та хутшăннă-ха, 3-4-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ку çул вара ăна тĕлĕнмелле ырă кĕтменлĕхпе савăнтарнă.

10 Кăрлач, 2019

Эстафета — çирĕп алăра

Чĕрĕк ĕмĕр каялла массăллă информаци хатĕрĕсем Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕн хĕрачисен спортри çитĕнĕвĕсемпе час-часах савăнтаратчĕç. «Чемень» команда курăк çинче хоккейла выляссипе Анапăра иртекен Раççей чемпионачĕсенчен çĕнтерÿпе таврăнатчĕ. Çамрăк спортсменкăсем çитĕнерехпе спортăн ытти енĕпе те палăрнă. Светлана Миронская, тĕслĕхрен, 1997 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе республика тата çĕршыв чемпионачĕсенче мала тухнă.

Pages