Агро-100

21 Çĕртме, 2019

«Агро-100» клуба хăш хуçалăхсем тивĕçнĕ?

Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче район муниципалитечĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, республикăри ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем пуçтарăнчĕç.

Унта 2018 çулшăн «Агро-100» клуба кĕме тивĕçлĕ пулнă 100 организацие пĕлтерчĕç. Çак списокра пĕрремĕш — «Авангард» обществăн /генеральнăй директорĕ Н.Г. Курчаткин/ «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО, виççĕмĕшĕнче — «Атлашевский» ЯХК» общество.

20 Çĕртме, 2014

"Агро-100" клубра - чи маттуррисем!

"Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану" VII экономика форумне республикăри чи лайăх ял хуçалăх ертÿçисене те чĕннĕ. Вĕсем виçĕм кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕр ĕçне биологи тытăмне кĕртес опытпа малашлăхĕ" çавра сĕтеле хутшăнчĕç.