акцисем

Александр Носик актер, Пĕрремĕш канал ĕçченĕсене пысăк ушкăнĕ Шупашкарти 8-мĕш çак садне çитсе курчĕç. Садик заведующийĕ Елена Яндимиркина хăнасене çак пахчипе паллаштарчĕ.

Шупашкарти 5-мӗш гимназире "Пӗр тан майсем проект" пурнӑҫланать. Паян кунта ачасен ӑсталӑх "урамӗ" йӗркеленӗ. Пӗрремӗш канал телеертӳҫисем, юрӑҫсемпе поэтсем унта хутшӑнакансемпе паллашрӗҫ.

Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Пĕрремĕш канал ирттерекен "Пĕрремĕш пул" акцие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрĕҫ. Аса илтеретпĕр, тĕп хуламӑра "ҫӑлтӑрсен" десанчĕ - паллӑ телеертӳҫĕсем, актерсем, продюсерсем, спортсменсем - килсе ҫитнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Чăваш Енре 1-мĕш телеканал йĕркелекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Канал пуçласа йĕркелекен акципе çыхăннă йĕркелÿ ыйтăвĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сÿтсе яврĕç.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкара центрти ТВ-каналăн телеертÿçисен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ — пĕтĕмпе 150 çын ытла — килет.

Паян Раççей халăхĕ, çавăн пекех ют çĕршывсенче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паллă пулăмĕсене халалланă диктант çырчĕç.

Pages

Subscribe to акцисем