апат-çимĕç

12 Кăрлач, 2017

Лимон ÿстерсе пaхар-и?

Лимон касăкĕ хушнă чей тутлăрах кăна мар, сиплĕ те иккенне пурте пĕлеççĕ. Туяннă лимонăн касăкне чейе чăмтарнă майăн тухнă вăррине чÿрече янаххи çинче ларакан чечек куршакне чиксе çитĕнтерекен те сахал мар пирĕн хушăра. Манăн килте те пĕр тĕп çитĕнет. Ачасем те мандарин, те апельсин вăррисене чиксе хунă та чечексемпе юнашар, 5-6 куршакра шăтса тухнăччĕ. Хăйсем асăрхиччен чылайăшне тăпăлтартăм. Пĕрне вара шеллерĕм, ачасемшĕнех хăварас килчĕ. Чечекне урăх çĕре куçартăм, пĕр çулталăкран лимон хунавне те пысăкрах куршака куçарса лартрăм, çитĕнет-ха, 4 çул иртрĕ.

27 Юпа, 2016

Кăмпа пирки пĕр-ик сăмах

— Типĕтнĕ кăмпана темиçе сехет тăвар янă сĕтре тытмалла. Вăл тин татнă пек пулĕ.

- Кашни кăмпан тути урăхларах. Çавăнпа вĕсене уйрăмшарăн тăварламалла.

- Маринадланă кăмпа пăнтăхасран çиелтен ӳсентăран çăвĕ ямалла.

- Типĕтме, тăварлама çирĕп, сиенленмен кăмпа лайăх.

— Шултра, шурă кăмпасене типĕтсен лайăхрах. Маринадласан вĕсем саланаççĕ, тăвар шывĕ те пăтранчăк пулать.

— Кăмпа йăлтах тутлăхлă мар. Сăмахран, унăн шĕлепкинче клетчатка сахалрах. Çавăнпа хырăмлăхра та çăмăллăнах ирĕлет.

20 Юпа, 2016

Металлург тутлă апат пĕçерет

«Ӳссен эсĕ кам пулăн?» — çак ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарта çитĕннĕ Александр Ванерке тантăшĕсенчен яланах расна хуравланă. Ытти арçын ача пек вăл космоса вĕçме, танка е самолета ларса çак "тимĕр утсене" парăнтарма ĕмĕтленмен. Унăн апат пĕçерес килнĕ — хăйĕн тата çывăх çыннисем валли кăна мар.

31 Çурла, 2016

ТИНĔС КУПĂСТИ ХӲТĔЛЕТ

Тинĕс купăсти ламинари атеросклероз аталанăвне вăрахлатать, миокард инфарктĕнчен, авитаминозран хӳтĕлет. Вăл вар хытсан апат çулĕн ĕçне уйрăмах паха витĕм кӳрет, юна кĕвелме, тăхасене пухăнма памасть.

Ламинарин талăкри профилактика виçи — 2 чей кашăкĕ. Кирек мĕнли те — типĕтни, консервлани, маринадлани, салатри — усăллă. Типĕ тинĕс купăстине яшкана, пахча çимĕç нимĕрне хушма сĕнеççĕ.

1 Çĕртме, 2016

“ЧĔРĔ” САЛАТСЕМ

Чĕрĕ пахча çимĕçрен, улма-çырларан, мăйăртан, ÿсен-тăран вăрринчен хатĕрленĕ апатсем уйрăмах усăллă.

Гемоглобин пĕчĕк чухне. Шултра теркăпа симĕс 1 панулмине тата симĕс 1 йÿç кăшмана хуппипех хырмалла. 1 пăлхар пăрăçне тăваткалсем туса вакламалла, ешĕле вĕтетмелле. Пĕтĕмпех хутăштармалла, хăйма ямалла, тутă кĕмелĕх тăварпа пăрăç сапмалла.

Pages