Апат-çимĕс тата промышленноç ĕçченĕсен кунĕ

24 Юпа, 2019

Арçынсем кунта тытăнса тăраймаççĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски райповĕн «Сĕнтĕрвăрри» çăкăр комбинатĕнче ĕç вĕретчĕ: хĕрарăмсем сочни пĕçерме хатĕрленетчĕç, чустаран пулас коржиксене ятарлă хатĕрпе касса кăларатчĕç… Акă пĕремĕк пиçсе тухнă. Тутлă çимĕçсене курсан сĕлеке юхрĕ, сарăлнă тутлă шăршă сăмсана кăтăкларĕ. Производство ертÿçи Людмила Кириллова тĕлĕнтерчĕ: унта ĕçлекенсем ăна хăнăхнă та вуçех туйми пулнă. Унта-кунта кайсан çынсем: «Ах, сиртен мĕнле тутлă шăршă кĕрет», — тесе кăмăла çĕклеççĕ-мĕн.