Аслă çĕнтерÿ: 70 çул

24 Авăн, 2015

«Вилсен те... cав котлета cиместeп»

«Хама купăста пек туятăп. Ара, çире миçе хут тум-ши манăн? Апла пулин те ăшă мĕн иккенне пĕлместĕп. Сивĕ. Вăй çуккипе килтен те тухайми пултăм. Çавăнпа çÿлĕк çинчи кĕнекесене тепĕр хут вулама тытăнтăм.

23 Авăн, 2015

«Кунтан хĕвел тÿпене çĕкленет...»

Михаил Иванович Иванов 1927 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуçĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕреннĕ чухне, 1944 çулхи кĕркунне, ăна çара илнĕ. Радист-стрелоксен шкулĕ хыççăн бомба пăрахакан 782 авиаполк йышĕпе Япони вăрçине хутшăнать.

16 Авăн, 2015

«Атте вăрçăра та пулнă. Концлагерьте те...»

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕ кашни кĕçнерникун Пысăк пасар иртнипе чапа тухнă. Çулсерен Питрав уявне палăртаççĕ кунта. Виçĕ çухрăмра вырнаçнă тутар ялĕнче вара сабантуй кĕрлет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Кавал каччи Михаил Кудряшов час-часах вăйăра «Вали» ятлă тутар каччипе кĕрешнĕ.

16 Авăн, 2015

Кивçурткассисем те паттăрлăхпа палăрнă

Ылханлă вăрçă çулĕсенче Шупашкар районĕнчи Кивçурткассинчен те Хĕрлĕ Çар ретне 83 çын тăнă. Вĕсенчен 43-шне тăван кĕтесе чĕррĕн таврăнма пÿрмен. Пирĕн ялсем Смоленск облаçĕсенчи çапăçусенче, блокадăри Ленинградра, вут-çулăм айĕнчи Сталинградра, ытти çĕрте паттăрлăхпа тата хăюлăхпа палăрнă. Смоленск тăрăхĕнчи хаяр çапăçусене тăван ялăмăртан пиллĕкĕн хутшăннă, пĕри те вилĕмрен çăлăнайман.

10 Авăн, 2015

Вĕлтĕрен хушшинче тупнă “пурлăх”, е Çухалнă медальсем çинчен

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине Раççейĕпех анлă паллă турĕç. Чăваш Енре те Аслă Çĕнтерĕве халалласа мероприяти чылай иртрĕ. Таса тÿпеллĕ куна çывхартнă паттăрсене хисеплесе юбилей медалĕсемпе чысласси йăлара. Кăçал та юнлă хирсенче çапăçнă ветерансене, тыл ĕçченĕсене, фашистсен концлагерĕнче асапланнă çул çитмен узниксене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни" юбилей медалĕсене пачĕç. Чăваш Енре 24 пин ытла çын ăна тивĕçнĕ.

Pages