Асран тухмасть Афганистан

17 Раштав, 2015

Отпуск вырăнне - Тав çырăвĕ

Куйбышеври çар чаçĕнчен тухнă пуйăс ăçталла чашлаттарнине салтак аттине тин кăна тăхăннă яшсем çанталăкран çеç тавçăрайнă. "Кăнтăралла каятпăр пулас..." - ăшша сиссе пăшăлтатнă географие тĕшмĕртнисем. Ăçта илсе çитерессе вĕсене никам та пĕлтермен. Ташкентра чарăннă хыççăн вакунра ларса пынă Аслă Елчĕк каччи Сергей Бобин юлташĕсене çапла каланă: "Курăр акă, ыран Термез пулать. Киле çыру ярса ĕлкĕрĕр". Ăçтан пĕлет-ха вăл ăна? Узбекистанри çав хулара çар бази вырнаçнине те, унтан салтаксене Афганистана ăсатнине те...

Pages