Икĕ алла пĕр ĕç
Тавралăх ешĕл кавирпе хупланчĕ пулин те çанталăк сивĕрех-ха. Акса-лартса хăварнисем те шăтса тухма ĕлкĕреймен. Кĕрхи ыхра вара çурхи варкăш çилпе хумханса ларать. Çумăрлă çанталăк ăна тарăн тымар ярса çитĕнме пулăшнă кăна темелле. Ыхра лаптăкĕ икĕ пĕвепе юнашар, айлăм вырăнта сарăлса выртать. Ун тавра пĕлĕтелле кармашнă йывăçсем ăна сивĕ çилтен, хĕртсе пăхакан хĕвелтен сыхлаççĕ.