больницăсем

17 Ака, 2019

Элĕк районĕнчи земство тухтăрĕсем кăтартуллă ĕçлеççĕ

Чăваш Республикинче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ял-салара вăй хуракансене патшалăх уйрăммăн пулăшма пуçланăранпа 426 сывлăх сыхлавçипе килĕшÿ тунă. Элĕк район тĕп больницине, тĕслĕхрен, «Земство тухтăрĕ» программăпа 13 врач ĕçе вырнаçнă. Валерий Егоров тĕп врач патшалăх тĕревĕ кадр çивĕчлĕхĕнчен хăтăлма пулăшнине палăртать.

5 Пуш, 2019

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тепĕр корпус хута кайĕ

Шупашкарта вырнаçнă Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн пирвайхи юбилейне – 10 çулхине – сумлăн уявларĕ. Уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.

13 Нарăс, 2019

Ÿпке шыççинчен вăхăтра сипленмелле

Паян ЧР Сывлăх сыхлав министерстви республикăри ача-пăча клиника больницин пульмонологипе аллергологи уйрăмне пресс-тур йĕркелерĕ. Çакăнта 42 ача сипленет.

16 Кăрлач, 2019

Сывлăх – чи паха тупра

Çакна пурте пĕлетпĕр-ха. Анчах ăна мĕнле упрамалла? Çакă çынран хăйĕнчен кăна килмест-çке. Ку енĕпе патшалăх та питĕ тимлĕ пулмалла. Чăваш Енре шăпах çапла тума тăрăшаççĕ те. Иртнĕ çул республикăра Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. 2018 çул хыçа юлчĕ. Мĕн тума пултарнă-ха?

2 Чÿк, 2018

Больницăсенче уçă алăксен кунĕ

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăри больницăсенче уçă алăксен кунĕ иртĕ. Ыран пациентсем пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсемпе, ытти специалистпа тĕл пулайĕç.

Pages