брифинг

2 Авăн, 2014

Вут-çулăм та, шыв та - хăватлă вăй

Пушартан хăрушăрах пулăм урăх çук та пулĕ. Пĕчĕк çеç хĕлхемех пысăк инкек кăтартать. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтерекен кашни хыпар чĕрене сÿлеттерет: пушар алхаснă, çын пурнăçĕ татăлнă... Пĕтĕмлетÿллĕ статистика яланах асăрхануллă пулмаллине çирĕплетет, аса илтерет.

6 Çурла, 2014

Çÿллĕ çĕртен ÿкеççĕ, шывра путаççĕ...

Çак кунсенче ачасен хăрушсăрлăхĕн темипе брифинг иртнĕ. Унта ачасем пурăнмалли çуртсен чÿречисенчен тухса ÿкнипе тата шывра путса вилнипе çыхăннă инкексене сÿтсе явнă.

1 Çурла, 2014

Хамăрăнне ытларпах сутмалла

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче МИХ ĕçченĕсемпе брифинг ирттерчĕ. Владимир Александрович Чăваш Енре туса кăларакан продукци, уйрăмах шурă эрех, федераци тата вырăнти пысăк суту-илÿ çурчĕсенче епле сутăннипе паллаштарчĕ. Кăтарту савăнтармасть. Хаяр шĕвек вырнаçтарнипе пулакан налук калăпăшĕ кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан чакнă. Хамăрăн алкоголь продукцине халăх патне çитерес çула саккунсăр майпа сутăнакан суррогат эрех самаях чăрмав кÿрет. Вăл йÿнĕ.

24 Çу, 2014

Ирĕксĕрлĕхре те хÿтлĕх кирлĕ

Çын правине хÿтĕлесси - панхи кун чи çывĕч ыйту тесен те йăнăш мар. Украинăри лару-тăру çак шухăша çирĕплетет кăна. Хамăр патăмăрта та кулленех çын правнине пăснине асăрхатпăр. Çавăнпа та патшалăх шайĕнче ятарлă органсем йĕркеленине ырламалла кăна. Ачасен, ваттисемпе сусăрсен, хĕрарăмсен, ыттисен прависене общество та çине тăрсах хÿтĕлет-ха. Анчах та ирĕкрен хăтарнисен пирки калаçу пуçарсанах шухăш икке пайланать. «Преступниксем валли лайăх условисем туса укçа тăкакламалла мар, вĕсене унта курорта яман вĕт, хăйсем айăплă», - текенни уйрăмах тарăн тымар янă.

23 Çу, 2014

"Судпа айăпланнисем те çынсемех"

"Чăваш Республикин территорийĕнчи ирĕксĕрлесе тытмалли вырăнсенчи этем прависене пăхăнассин çивĕч ыйтăвĕсем" темăпа Чăваш Республикинчи Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Юрий КРУЧИНИН çак кунсенче брифинг ирттерчĕ.

Pages