Çăлтăр çӳпçи

30 Утă, 2016

Халăх ыррине шанать

— Ĕçлекен халăха шалу ытла та сахал тÿлени пăшăрхантарать мана. 7-8 пин тенкĕ çемьене тăрантарма, çав вăхăтрах хваттер укçи тÿлеме, тумтир туянма, ытти тăкака саплаштарма ăçтан, епле çиттĕр? Ытларах ку бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене пырса тивет.

16 Утă, 2016

Халăх пурăнсан — эпир те пурăнăпăр

Кашни кунах руль умĕнче эпĕ. Çичĕ çул çÿретĕп машинăпа. Çул япăххи канăç памасть. Кашни утăмра — ланкашка, путăк-шăтăк… Вăрçăнмасăр, лăпкăн çÿреме те çук э… Районта кăна мар, хулара та çул-йĕр начар. Тепĕр чухне урапан дискĕ те авăнса тухать. Машинăпа мар, тракторпа çеç çÿремелле пирĕн çулпа.

18 Çĕртме, 2016

Чăвашла калаçтараймарăм

Тин кăна, çĕнйĕркелÿ тапхăрĕччен, тĕнчере тăнăçлăх çĕнтерчĕ теттĕмĕр. Анчах этемлĕх хирĕç-тăрусăр пурăнаймасть. Тĕнче усалланса пырать. Мĕншĕн çапăçатпăр? Пирĕн нимĕн те пайламалла мар. Хĕç-пăшал кăларма пысăк укçа кирлĕ. Хамăр вара чирлĕ ачана сыватма çĕршывĕпех нухрат пуçтаратпăр.

4 Çĕртме, 2016

Çамрăксене çăмăл мар

Çамрăксене паян питĕ йывăр. Шалу пĕчĕк, пурăнмалли кĕтес çук... Туй тума та çăмăл мар. Патшалăх программисем пурин валли те мар. Хам та шкулта ĕçленĕ май темиçе çул каялла «Çамрăк специалист» программăпа усă курма шухăшланăччĕ. Çемьере тăваттăн эпир, çавăнпа та 57 тăваткал метртан кая мар пулмалла пурăнмалли кĕтес.

Pages